Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Ĕҫ резервĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри физкультурăпа спорт обществин президенчĕпе Илья Галаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чувашская Республика станет пилотным регионом по реализации проектов ВФСО  «Трудовые резервы»Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче «Ĕҫ резервĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри физкультурăпа спорт обществин президенчĕпе Илья Галаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов, Чăваш Републикин экономика министрĕ Павел Иванов, «Ĕҫ резервĕсем» ВФСО пĕрремĕш вице-президенчĕ Владислав Клецкин тата   «Ĕҫ резервĕсем» ВФСО регионсенчи уйрăмĕн вице-президенчĕ Александр Бачурин хутшăннă. Калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем 2019 ҫулта ҫĕртме уйăхĕнче Петербургра иртнĕ экономика форумĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ  килĕшӳри ыйтусене тарăн пăхса тунă.  

Михаил Игнатьев ҫӳлерех палăртнă обществăн ертӳлĕхне мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Пĕр-пĕринпе активлă килĕштерсе ĕҫленине кура, спорта кăмăллакансен йышĕ те кулленех ӳссе пынине асăннă.

Илья Галаев хăйĕн сăмахĕнче 2020-мĕш ҫулсем валли мероприятисен планне йĕркеленине палăртнă, унта Чăваш Ен спорт енĕпе ăнăҫлă аталанса пынине пăхса, регионсен хушшинчи спорт ăмăртăвĕсене ирттерме палăртса хăварнă тенĕ. Ăмăртусем ҫитес ҫул авăн уйăхĕнче пулĕҫ. «Темиҫе уйăх хушши ĕнтĕ ĕҫсене пурнăҫласа пыратпăр. Сирĕнтен те пысăк пулăшăва кĕтетпĕр, мероприятисем ĕҫлекен ушкăнсен хушшинче ҫӳллĕ шайра иртсе каясса шансах тăратпăр», - тенĕ вăл.  

Михаил Игнатьев пысăк мероприятисене ирттерессипе регионăн паха опыт пуҫтарăннине каланă. Чăваш Енре кашни ҫул ĕҫ коллективĕсем хушшинче спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем ҫӳллĕ шайра иртеҫҫĕ.  

Республикăра спорт инфратытăмĕ ҫирĕп аталаннă, ҫамрăксем спорта кӳлĕнни куҫкĕретех. Ҫӳлерех асăннă ыйтусем Чăваш Республикин приоритетлă тĕллевĕсем пулса тăраҫҫĕ.  Ахальтен мар пулĕ, Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассипе хушма мерăсем йышăнса хăварнă, ҫĕнĕ Указ вăя кĕчĕ. Спорт инфратытăмне вăй илтерме  2020-мĕш ҫул валли спорт объекчĕсене тума 500 млн уйăрнă, хăшĕ-пĕрисене реконструкцилеме плана кĕртнĕ. Учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине те пуянлатма тĕллев лартнă.

2019 ҫул пуҫламĕш тĕлне предприятисемпе организацисенче вăй хуракан 133 пин ҫын спорта кулленех ҫӳрени паллă. Ĕҫ коллективĕсенче 43-шĕнче спорт клубĕсене йĕркелесе янă, вĕсенче вара 18 пин ҫын хăйсен ăсталăхне туптать. Чăваш Енри предприятисенче массăллă спорта аталантарассишĕн тĕрлĕ формăпа чылай мероприятисем йĕркелесе пыраҫҫĕ.    Халăхăн сывлăхне упраса хăварассишĕн, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыракансен йышне ӳстерессишĕн организацисен ертӳҫисем тăрăшни сисĕнет тесе хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.      Пĕр пухăннă пек чухне, ертӳҫĕсем ҫĕнĕ проектсем пирки те чарăнса тăнă, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырасси пирки канашланă.  

«Ĕҫ резервĕсем» ВФСО «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн массăллă спорта аталантарас тĕллевпе «Спорт – пурнăҫ норми» федераци проектне пурнăҫа анлă кĕртме тытăннă. Ĕҫ вырăнĕсенче тĕрлĕ клубсем, спорт уйрăмĕсем йĕркеленсе кайма пуҫланă, спорт енĕпе тĕрлĕ вĕрентӳ программисем те сарăлма, инфратытăм ҫĕнелсе улшăнса пыма пуҫланă.    

Фоторепортаж



26 сентября 2019
16:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter