Чăваш Енре пурăнакансене вăхăтра ăшăпа тивĕҫтермесен муниципалитет ертӳҫисем явап тытĕҫ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутса ăшăтмалли тапхăр регионта тивĕҫлĕ шайра пуҫланнипе пуҫланманнине ҫивĕч тĕрĕслевре тытать. Ыйту халăхшăн чăнласах та, ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче регион Пуҫлăхĕ республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе видеканашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – халăха вăхăтра ăшăпа тивĕҫтересси.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн докладĕнче Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Элĕкре, Йĕпреҫре, Красноармейскийĕнче, Пăрачкавра, Вăрмарта, Шăмăршăра, Елчĕкре объектсенче 100 процента яхăн ăшăпа тивĕҫтернĕ тенĕ.

Ҫав вăхăтрах Вăрнарта, Куславккара, Каҫал енре, Шупашкар, Ҫĕмĕрле, Етĕрне  районĕсенче пурĕ те 80 процент ҫеҫ ыйтăва татса панине асăннă министр сăмаха малалла тăснă май. Пĕтĕмĕшле калас пулсан вара, республикăра мĕнпур объектсенчен 93,6 процентне ҫут ҫанталăк газĕпе тивĕҫтернĕ.

Михаил Игнатьев эрне вĕҫленнĕ тĕле ыйтăва вĕҫне-хĕрне ҫитерме чĕнсе каланă.  Хăш-пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче вăй хракансем хутса ăшăтмалли тапхăра вăраха тăсса янăшăн регион Пуҫлăхĕ асăрхаттарса хăварнă. Кăлтăксене ҫийĕнчех пĕтермеллине чĕнсе каланă вăл сăмаха ҫавăрса.   

Чăваш Енри патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн уйрăмах ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть. Чăваш Республикин строительство министерствин нумай хваттерлĕ ҫуртсенчи лару-тăрăва кулленех асăрхаса пымалла, халăхăн сивĕре шăнса лармалла мар тенĕ Пуҫлăх.   

Пĕлме:

 Чăваш Республикин Строительство министерствин, Чăваш Енĕн МЧС, Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн сайчĕсенче тата кунсăр пуҫне районсемпе хула администрацийĕсен официаллă Порталĕнче «хĕрӳ лини» баннер вырнаҫтарнă. Халăх хăйсене хумхантаракан ыйтусене тăратма пултараҫҫĕ.  Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 23-50-74, 23-50-75, 23-50-78 е тата 1383 номерпа хула, район администрацийĕсен ЖКХ пайĕн уйрăмĕсем патне ыйтупа тухма ирĕк пур.   



27 сентября 2019
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter