Чăваш Республикинче 2017–2019-мĕш ҫулсенче «Хулан хутлăхне хăтлăлатас» проекта пурнăҫа кĕртме 1,4 млрд ытла укҫа уйăрнă

В 2017-2019 годах в Чувашской Республике на реализацию проекта «Формирование комфортной городской среды» направлено более 1,4 млрд рублейАвăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  Мероприятине патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакан ертӳҫĕсем, тĕрĕслевпе асăрхав службисен пуҫлăхĕсем, право хуралĕнче тăрăшакансем пуҫтарăннă.  Видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ ĕҫе республикăри муниципалитетсен ертӳлĕхĕсем те хутшăннă.   

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри бюджетран тăкакланакан укҫа-тенкĕпе пĕлсе тата тухăҫлă усă курса пырасси. «Хулан хутлăхне хăтлăлатас» федераци проектне пурнăҫа кĕртессипе йышăннă мероприятисем те кун йĕркинчех тăнă. Ыйту приоритетлисенчен пĕри шутланать.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2017-мĕш ҫултан пуҫласа 2019-мĕш ҫулччен республикăра хулан хутлăхне хăтлăлатас тĕллевпе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн  республика хыснинчен 1 млрд 400 млн тенкĕ тăкакланине палăртнă.  Ҫуртсем таврашĕнче тирпей-илем хуҫаланнине, инфратытăм ҫĕнелнине, хуласен сăн-сăпачĕсем ырă енне улшăнса пынине каланă. Ҫак ĕҫе мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсем активлă хутшăннине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Республикăри Финанс министерствин укҫа-тенкĕсемпе муниципалитетсенче тĕллевлĕ  усă курнипе курманнине ҫирĕп тĕрĕслесе пымаллине чĕнсе каланă тепĕр хут Ертӳҫĕ.  Объектсене вăхăтра хута янипе яманнине те асăрхаса тăмалла, уйрăмах хула ертӳлĕхĕсен ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине каланă. Укҫа-тенкĕне перекетлеме пĕлмелле, тухăҫлăх тени малти вырăнта пулмалла тенĕ республика Пуҫлăхĕ.    

Тĕрлĕ тĕрĕслевсем ирттернĕ хыҫҫăн, хăш-пĕр ҫитменлĕхсене те тупса палăртнисем пур-ха хальлĕхе. Калăпăр, объектсене подрядчиксем  пурнăҫа кĕртсе пĕтереймен, укҫа-тенкĕне вара туллин тивĕҫни сисĕнет.

Бюджет укҫипе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине тупса палăртас тесе, Чăваш Республикин Финанс министерстви 2018 ҫулта 7 тĕрĕслев йĕркеленĕ, патшалăх программипе туллин ĕҫлесе пынипе пыманнине ҫирĕп пăхса тухнă.

Тĕрĕслевсем Улатăрта, Красноармейскийĕнче, Шупашкар тăрăхĕнче, Етĕрне, Тăвай районĕсенче пулнă. Кунсăр пуҫне Ҫĕнĕ Шупашкар хулипе Ҫĕмĕрле хулине те аванах тĕрĕсленĕ. Кăлтăксем пур-ха, пĕтĕмлетӳсем тăрăх 8,9 млн тенкĕлĕх йĕрке пăснине тупса палăртнă, муниципалитетсене ҫитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме хушса хăварнă комисси членĕсем.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн докладĕнче паянхи куна илес пулсан, тавралăха тирпейлессипе ҫуртсем таврашĕнчи 16 территоринче ĕҫсене туллин пурнăҫланине асăннă. Обществăлла вырăнсенче - 14-шĕнче тирпей-илем хуҫаланнине те асăннă министр.  Чăваш Ен Строительство министерстви муниципалитет пĕрлешĕвĕсене пурĕ 289 млн укҫа куҫарса панă, мĕнпур субсидирен вăл 75 процент шутланать тенĕ ведомство ертӳҫи.

«Укҫасемпе пĕтĕмпех туллин тата тухăҫлă ĕҫлемелле. Йĕркесĕрлĕх пулмалла мар. Ҫитменлĕхсене вăхăтра пĕтерессишĕн пурин те тăрăшмалла. Яваплăха туйса ĕҫлеменнисенчен ҫирĕп ыйтмалла», - тесе асăрхаттарса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский хăйĕн сăмахĕнче прокуратура ĕҫченĕсем  йĕрке пăснă 969 тĕслĕхе тупса палăртнине хыпарланă, уголовлă майпа 5 ĕҫ пуҫарнине те асăннă вăл.  Чăваш Енри УФНС ертӳҫин тивҫĕсене пурнăҫлакан Наталия Винокурова кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫулăхра Управленине 199 ҫăхав килнине пĕлтернĕ, вĕсенчен 110-шне туллин пăхса тухса йышăну тунине, тепĕр 60-шĕ вара тивĕҫлех пулманнине палăртнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кирек-епле ĕҫсене те ҫивĕч тĕрĕслеве илмеллине, Экономика министерствине патшалăх валли туянакан таварсемпе ҫыхăннă ыйтусемпе тимлĕрех пулмаллине асăрхаттарса хăварнă.    

Фоторепортаж



27 сентября 2019
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter