Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Вăрмансене упрар» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртекен акцине хутшăннă
Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Вăрмансене упрар» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртекен акцине хутшăннă. Кăҫал пысăк мероприятине Шупашкар районĕнче йĕркеленĕ.
Республика Пуҫлăхĕ кадетсене, студентсене палăртнă акцине хапăл тусах хутшăннăшăн, тăван тавралăха сыхлас тата упрас ĕҫе халăха явăҫтарма витĕм кӳнĕшĕн Раҫҫейри экологи обществин регионти уйрăмĕнче вăй хуракансене, волонтерсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн «Экологи» наци проекчĕ шăпах та пурнăҫа хăватлăн кĕрсе пынине, регионта «Вăрмана упрас» акци те курăмлă пулнине асăннă. Палăртса хăваратпăр, акци Раҫҫейри мĕнпур регионсенче иртет.
«Паян эпир кĕркуннехи тапхăрпа иртекен акци ĕҫне пуҫларăмăр. Ăна кăҫал Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалларăмăр», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти пахчаҫăсен пĕрлешĕвĕн председательне, «Научно-исследовательский испытательный Центр подготовки космонавтов имени Юрия Алексеевича Гагарина» ФГБУ пуҫлăхĕн пĕрремĕш ҫумĕн советникне Юрий Соколова та мухтаса хăварнă. Шăпах та, ертӳҫĕ тĕнче уҫлăхне вĕҫнисене палăртса ятарлă проект хута янă, 1,4 гектар выртакан ҫĕр лаптăкĕ ҫинче сад чĕртсе тăратнă. Маларахи вăхăтра космонавтсен стеллисем пулнă, вĕсен ҫӳллĕшĕ 8 метра ҫитнĕ. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче вара космонавтсен пĕрремĕш отрядне халалласа 120 тонна таякан гранитран ăсталаса палăк уҫнă. Унта паллă космонавтсем: Юрий Гагарин, Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров. Вĕсен ячĕсене ҫитĕнекен ăру ялан асра тытать. Музей садра пĕтĕмпе 100 тĕрлĕ йывăҫ-тĕм лартса хăварнă.
Республика Пуҫлăхĕ хунавсем ҫитес ҫул ешерсе, тăван тавралăха илем кӳртессе шанса каланă. Сăмах май, регион Пуҫлăхĕ авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче космоса вĕçсе хăпарнă виççĕмĕш космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Андриян Григорьевич Николаев ҫуралнăранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ мероприятине килнĕ хăнасем: Олег Артемьев тата Андрей Борисенко - РФ космонавчĕсем музей-сада килсе курма кăмăл тунине те хыпарланă, ятран йывăҫсем лартса хăварнине пĕлтернĕ.
Ҫамрăксене Михаил Игнатьев тăван тавралăха юратма, ҫĕршывшăн ялан усăллă ĕҫсем пурнăҫлама чĕнсе каланă.
Паян мероприятине ҫавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, «Научно-исследовательский испытательный Центр подготовки космонавтов имени Юрия Алексеевича Гагарина» ФГБУ пуҫлăхĕн пĕрремĕш ҫумĕн советникĕ Юрий Соколов хутшăннă.