Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта бассейнсен шутне 10 ҫитерме тĕллев лартать

Глава Чувашии Михаил Игнатьев поставил задачу довести число бассейнов в Чебоксарах до десяти  Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарта Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсенчи студентсен отрячĕсен V Cпартакиади  пуҫланнă. Савăнăҫлă мероприятине пухăннисене чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

  Республика Пуҫлăхĕ спортсменсене пысăк азартпа ăмăртма, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма чĕнсе каланă. «Эсир ҫĕршывăн хăйне евĕр ҫамрăк та пултаруллă яшĕсемпе хĕрĕсем. Яланах кирек-епле мероприятине те кăмăлпа хутшăнатăр. Спортра ҫитĕнӳсемпе палăрма тăрăшатăр. Атăлҫи федераци округĕнче чи вăйлă командăна палăртаҫҫĕ, каярах вара Раҫҫей шайĕнче иртекен ăмăртусенче те мала тухассишĕн тупăшатăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

  Раҫҫйри Студентсен отрячĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Правленийĕн Председателĕ Юлия Аланова хăйĕн сăмахĕнче мероприятине  ирттерме Президент гранчĕсен фончĕ пысăк тĕрев панине асăннă.  Кăҫал Раҫҫей студенчĕсен отрячĕн регионти уйрăмĕ 2 млн ытла укҫа тивĕҫнине асăннă вăл сăмаха май.  Спартакиадăна пĕтĕмпе Атăлҫи федераци округне кĕрекен 13 регионтан 400 ҫын хутшăннă. Вĕсем виҫĕ кун хушши пирĕн республикăра спортăн тĕрлĕ енпе хăйсен ăсталăхне кăтартса парĕҫ. «Энергия 21»  командăри яшсемпе хĕрсем Чăваш Енрен. Вĕсем ăмăртусене тĕплĕн хатĕрленнĕ.  «Волейбол вăййисенче мала тухма шантаратпăр. Пирĕн команда ҫав тери ăста. Ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн тăрăшăпăр», - тесе пĕлтернĕ шухăша «Энергия 21» команда членĕ Алексей Семенов.

 Торжествăлла пай вĕҫленнĕ хыҫҫăн Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев бассейн ĕҫĕпе кăсăкланнă, строительство епле пынине курса ĕненнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх  университечĕ ҫумĕнче пулакан объект «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партийĕн федераци проекчĕпе тӳр килет. Строительство ĕҫĕсем графикпа килĕшӳллĕн пулса пыраҫҫĕ, объект 2020-мĕш ҫулта ҫĕртме уйăхĕнче  хута каясси паллă.  Унта студентсене анчах мар, вĕрентекенсене те ҫӳреме ирĕк пулĕ.

Михаил Игнатьев спорт объекчĕсене тăвас ĕҫ малалла та регионта пулса пырассине асăннă. Вăтамран Чăваш Республикин тĕп хулинче 10 бассейн пулĕ, кашни ҫын спорт объекчĕсене ҫӳресе хăйсен кăмăлне тултарма пултарать тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Фоторепортаж



27 сентября 2019
18:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter