Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Машинӑсем тӑвакан отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Машинӑсем тӑвакан отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Машиностроени комплексӗ республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. Мӗнпур шайри бюджетсене пырса кӗрекен тӳлевсемпе пуҫтарусен ҫурринчен ытларах тӳпине тивӗҫтерсе вӑл пӗтӗм регион продукчӗн чӗрӗке яхӑн пайне йӗркелет.

Отрасль предприятийӗсем «Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ тата ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшас­си», «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗсене пурнӑҫланӑ ҫӗ­ре ӑнӑҫлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗнӗ технологисене алла илеҫҫӗ, туса кӑлара­кан таварсен ассортиментне ҫӗнетеҫҫӗ, импорта улӑштаракан продукци калӑ­пӑшне ӳстереҫҫӗ, ҫӗнӗ рыноксене тухаҫҫӗ. Ҫакна тума нумай чухне патшалӑх паракан тухӑҫлӑ пулӑшу, малта пыракан технологисемпе хастарлӑн усӑ курни, производство хӑвачӗсене ҫӗнетсе пыни май парать.

Машиностроени комплексӗн организацийӗсем пӗтӗмӗшле бюджечӗ 24,3 миллиард ытла тенкӗпе танлашакан 50 инвестици проектне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Вӗсем 2019 ҫулхи кӑрлач – ҫурла уйӑхӗсенче тиесе ӑсатнӑ таварсен калӑпӑшӗ, 2018 ҫулхи ҫав тапхӑртипе танлаштарсан, пӗрре ҫурӑ хут ӳснӗ тата 48 миллиард тенке ҫитнӗ. 

Сайра тӗл пулакан производство никӗсӗпе тата пысӑк шайри кадр вӑй-хӑвачӗпе палӑрса тӑракан машиностроени отраслӗ малашне те анӑҫлӑ аталанса пырасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Хӑйсен ӗҫри паха опытне, пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне ҫамрӑк ӗҫтешӗсене паракан ветерансене уйрӑммӑн палӑртса тав тӑватӑп. Тӑван ҫӗр ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеме ҫамрӑксем сиртен вӗренсе пыраҫҫӗ.

Машиностроени комплексӗн ӗҫченӗсене ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур ырӑ пуҫа--рура ӑнӑҫусем, малашнехи ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, хастар кӑмӑл тата ырлӑхпа телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                    Михаил Игнатьев



28 сентября 2019
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter