«Мостоотряд – 41» Шупашкарти фирмăна 75 ҫул тултарнă ятпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă
Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Мостоотряд – 41» Шупашкарти фирма, республикăра малта пыракан предприятисенчен пĕри хăйĕн 75 ҫул тултарнине анлăн паллă тунă.
Савăнăҫлă мероприятине пухăннисене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. Республикăн ҫул-йĕр строительствин ĕҫне ҫӳлерех палăртнă предприяти пысăк витĕм кӳнине каланă Пуҫлăх. Пысăк ҫитĕнӳсем - предприятинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлекенсем тухăҫлă тăрăшнине кура, пулса пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.
Вăрҫă ҫулĕсенче предприяти ĕҫе кӳлĕннĕ. Йывăр саманара ура ҫине тăма ҫăмăлах пулман вĕсен. Ун чухне организацире тăрăшакансен умĕнче пысăк тĕллевсем пулнă – тăшмансем ҫапса аркатнă кĕперсене ҫĕнĕрен хута ямалла, ҫулсене юсаса халăха пурăнма кирлĕ пек условисем йĕркелессишĕн вăй хума тивнĕ. Горьковский чукун ҫулĕ ҫинче те ĕҫлемелли чылай пулнă вĕсен. 1961 ҫултан пуҫласа Кайбулка юхан шывĕ урлă выртакан кĕпере хута яма тивнĕ. Ун чухне шăпах та, чăваш ҫĕрĕпе вĕсем ĕҫлеме пуҫланă та. 1964 ҫулта вара «Мостоотряд-41» республикăра ҫирĕпленсех ларнă. Пуҫланнă та вĕсен вара тĕп ĕҫĕ – регионти ҫулсене тĕпрен ҫĕнетсе сарасси.
«Шупашкарти мĕнпур кĕперсен строительство ĕҫне эсир пурнăҫланă. ГЭС тунă чухне те сирĕн витĕмлĕх ҫав тери пысăк пулнă. Кирек-епле пысăк объектсен строительство ĕҫĕнче те сирĕн предприятийĕн тӳпи пысăк. Специалистсем паха, пысăк профессионалсем пулни те куҫкĕретех. Строительство ĕҫĕсен пахалăх шайĕ ҫав тери пысăк. Сире пурне те яваплăха туйса ĕҫлесе пынăшăн тав тăватăп», – тенĕ регион Ертӳҫи. Кĕперсем хута яракансем ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине те палăртса хăварнă вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.
Уяв каҫне пухăннă ĕҫчешсене палăртнă кун «МОСТОТРЕСТ» ПАО филиалĕн «Мостоотряд-41» Шупашкарти фирмăн директорĕ Александр Минеев хĕрӳллĕн саламланă, ҫирĕп сывлăх, ырă пуҫарусенче ҫитĕнӳсем, телей тата ырлӑх суннă.
Яланхиллех пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Ĕҫре ҫитĕнӳсемпе палăрнисем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвĕпе алла ҫыхмали сехетне тивĕҫнĕ.
Мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Енĕн транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Александр Николаев, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Алексей Маклыгин саламланă мӗнпур ырӑ пуҫарура ӑнӑҫусем, хастар кӑмӑл тата ырлӑхпа телей суннă.
Палăртса хăваратпăр, «Мостоотряд-41» Шупашкарти фирмăра пĕтĕмпе 1300 пысăк профессионалсем ĕҫлеҫҫĕ. 2015-мĕш ҫултан пуҫласа предприятире тăрăшакансен шучĕ 34 процента ҫити ӳснĕ.
Регионта юлашки ҫулсенче палăртнă предприяти чылай пысăк объектсем хута янă: Етĕрнере, Ҫĕрпӳ тăрăхĕнчи аслă кĕперĕн строительство ĕҫне те вĕсемех пурнăҫланă. Атăл тăрăх выртакан пысăк кĕперне те вĕсем реконструкциленĕ. Сур юхан шывĕ тăрăх иртекен кĕпер ĕҫне хальхи вăхăтра палăртнă фирма ĕҫченĕсем пурнăҫлаҫҫĕ. Планпа килĕшӳллĕн объекта 2020-мĕш ҫул вĕҫленнĕ тĕле хута ямалла. Предприятире тăрăшакансем объекта графикран чылай маларах пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнине хыпарланă.
Раҫҫейри нумай регионсенче ҫӳлерех асăннă предприяти пысăк объектсене пурнăҫа кĕртсе пырать. «Мостоотряд-41» фирма ĕҫĕсемпе пурте кăмăллă, объектсем паха пулни те куҫкĕретех.