Каҫал ен районĕнче Урмаелте 110 вырăнлăх ача сачĕ уçăлнă

В селе Урмаево Комсомольского района открылся новый детский сад на 110 местАвăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Каҫал ен районĕнче пулнă. Унта Пуҫлăх Урмаелте 110 вырăнлăх ача сачĕ уçăлнă ятпа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă.

Паян паллă пулăма регион Ертӳҫипе пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Каҫал ен районĕн пуҫлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, Каҫал ен районĕн администрацийĕн ертӳҫи Александр Осипов, Урмаел ял поселенийĕн пуҫлăхĕ Минзаит Зайнуллин тата «Булат»  ТМЯО генеральнăй директорĕ РинатАбдулвалеев хутшăннă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Урмаелте пурăнакансене тахҫантанпах кĕтнĕ паллă пулăм ячĕпе ăшшăн саламланă.

 Ял тăрăхĕсенче халăх йышĕ ӳснине ҫирĕплетет ҫакăн пек капмар та пысăк хăтлă ҫуртсем хута кайни. Ача ҫураласлăхĕ кунран кун вăй илсех пырать палăртнă территоринче. Ача садне ҫӳрекенсен кăмăлĕ паян тулни те куҫкĕретех. Ҫынсен  йышĕ ӳсни муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне те хăватлантарма витĕм кӳни паллă тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. «Республика бюджетĕнчен сахал мар Каҫал ен районне тĕрев куҫать. Ял территорийĕсене аталантарса пырас тĕллевпе икĕ ҫул хушшинче ҫӳлерех палăртнă района 100 млн уйăрнă.  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хулара пурăнакансен пурнăҫне хăтлăлатассишĕн кăна программăсене ҫирĕплетмен, ялти пурнăҫ та лайăхланса пытăр тесе сахал мар кирлĕ пек ĕҫсем йышăнса хăварнă.  2012-мĕш ҫултан пуҫласа Каҫал ен районĕнче виҫҫĕмĕш объект пулать. Пурĕ регионта вара ача сачĕсем – 44», – палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс тĕкел ҫитĕнтерсе паха воспитани парса пынăшăн вырăнти халăха мухтаса тав сăмахĕсем каланă регион Ертӳҫи. «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн палăртнă объекта хута янă. Республикăра программăсем туллин пурнăҫа кĕрсе пыни паллă.  Строительство ĕҫне пурĕ 93 млн тăкакланă. Условисем каламасăрах паллă, питĕ чаплă, ачасен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма меллĕ. Михаил Игнатьев ачасемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе, вĕрентекенсемпе курнăҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ.

Чăваш Республикинче ача сачĕсем – 330, шкулсем ҫумĕнче хута янă учрежденисем 364 шутланаҫҫĕ. Виҫĕ ҫула ҫитиччен ачасене ача садне вырнаҫтарас тĕллевпе 2018–2019-мĕш ҫулсенче ача пахчисем – 16 хута яма плана кĕртнĕ. Шупашкар хулинче – 10, Каҫал енре, Шупашкар районĕнче, Ҫĕрпӳре тата Канаш хулинче пĕрер объект, Ҫĕнĕ Шупашкарта икĕ ҫурт хăпартма тĕллев лартнă. Ҫитес ҫулта ача сачĕ – 9 хута яма палăртса хунă. Ĕҫлĕ ҫул ҫӳрев вăхăтĕнче паян республика Пуҫлăхĕ Каҫал тăрăхĕнчи ҫĕнĕ урамсемпе те кăсăкланнă.  Районти ялсенче инфратытăм епле ҫĕнелсе пынине курса ĕненнĕ.  Ҫул, газ, электричество халăха пĕтĕмпех тивĕҫтерет. Ҫынсене ҫурран утма та ансат, тротуар питĕ паха тесе хакланă ертӳҫĕсем.

Паян Культура ҫурчĕн строительство ĕҫĕпе те паллашнă Михаил Игнатьев. Кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле объекта хута яма тĕллев лартнă вырăнти ертӳлĕх.

Фоторепортаж



03 сентября 2019
13:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter