Кăҫал кĕркуннехи тапхăрпа Чăваш Енрен салтака 1057 яш кайĕ

2019 ҫулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раҫҫейри ытти регионсенчи пекех кĕрхи тапхăрпа Раҫҫей Федерацийĕн Хĕҫ-пăшаллă вăйсен ретне тăмалли самант пуҫланать. Кăҫал кĕркуннехи тапхăрпа 1057 ҫынна салтак ретне тăма ăсатмалла. Кун пирки паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ планеркăра Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева тĕплĕн каласа кăтартнă.

  Яшсене салтака ăсатма пĕтĕмпех пĕрлехи пункта хатĕрлесе ҫитернĕ. Иртнĕ эрнере ку енĕпе ятарлă канашлу ирттернĕ, унта республикăри мĕнпур район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем хутшăннă. Ун чухне ҫуркуннехи тапхăрпа яшсене салтак ретне тăратассипе йĕркеленĕ ĕҫсен пĕтĕмлетĕвĕсене те тĕплĕн пăхса тухнă тенĕ министр.

 Ҫулсерен салтак пулассинчен тарса ҫӳрекенсен йышĕ пĕтсех пынине асăннă вăл. Апла пулсан, ҫитĕнекен ăру Хĕҫ-пăшаллă вăйсен ретне тăнин пĕлтерĕшĕ  пысăк пулни пирки питĕ лайăх чухлакалани куҫкĕретех. Кăҫал ҫĕнĕллĕх кĕтет яшсене. Енчен те ытти ҫулсенче вĕсене салтака Канаш хулинчен ăсатнă пулсан, халĕ вăхăтлăха  чĕнӳ пунктне Шупашкара вырнаҫтарнă. К.Иванов ячĕллĕ урамĕнче Кадетсен шкулĕ пулнă ҫуртран вĕсене салтака малашне ăсатĕҫ.

Ку вăхăтлăх кăна. Кайран  каллех Канаша кайма тивĕ. Хальлĕхе вăл муниципалитетра ҫурта тĕпрен юсаҫҫĕ. Укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн оборона Министрĕпе Сергей Шойгупа калаҫса килĕшнĕ. Кун пирки 2018 ҫулта тĕрлĕ халăхсен хушшинчи ҫарпа техника форумĕнче  тарăн ыйтăва сӳтсе явнă. 



30 сентября 2019
13:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter