Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Красноармейски районĕнче пулнă, унти «Агрофирма Таябинка» ТМЯО ĕҫĕпе паллашнă

 Михаил Игнатьев посетил ООО «Агрофирма Таябинка» Красноармейского районаАвăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Красноармейски районĕнче пулнă, унти  «Агрофирма Таябинка»  ТМЯО ĕҫĕпе паллашнă.

Организаци ертӳҫи Юрий Попов хăйĕн сăмахĕнче уй-хиртен тыр-пула туллин пухса кĕртнине хыпарланă республикăран килсе ҫитнĕ хăнасене.

Хальхи вăхăтра ҫĕрулмине пухса тирпейлессипе ҫĕр ĕҫченĕсем ырми-канми тăрăшнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Уйра хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан техника кунне-ҫĕрне пăхмасăр кĕрленине палăртнă хуҫалăх ертӳҫи.  Михаил Игнатьев хирти ĕҫсене технологине пăхăнса ĕҫленине асăннă, тăпран пурлăхĕ пысăк тесе хакланă.   

Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ механизаторĕ Олег Васильев хуҫалăхра 10 ҫул ытла тăрăшать.  «Агрофирма ертӳлĕхĕ техника ҫине пысăк тимлĕх уйăрни пурсăмăра та ĕҫлеме хавхалантарать. Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан комбайн ҫинче пушшех те ĕҫлеме аван. Ĕҫ укҫи пысăк, пирĕн пĕрре те хулана каяс килмест, кунта пурăнма та ĕҫлеме те условисем чаплă. Нумай ачаллă ашшĕ пулнă май, ялта питĕ кăмăллă пурăнма, вĕренӳре, сывлăх сыхлавĕн пайĕнче, спортра инфратытăм кунран-кун вăй илсе пыни те куҫкĕретех. Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуҫлăхĕ халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатас тĕллевпе хушма мерăсем пирки указа алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Тата та пысăк тĕрев куҫасси паллă», -  тенĕ агрофирма ĕҫченĕ.  

Михаил Игнатьев ҫĕрулмине упрамалли вырăна кĕрсе курнă, условисене пăхса тухнă.  «Патшалăх тĕревне кура, хушма склад хута янă. Пысăк тухăҫа пухса вырнаҫтарса хума ятарлă вырăн ҫителĕклĕ», - тесе каланă  «Агрофирма Таябинка»  ТМЯО директорĕ Алексей Попов.

Республика Пуҫлăхĕ кăҫалхи ҫул чăнласах та, тухăҫ пысăк пулнине курса ĕненнĕ, хаксем те йĕркеллĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Кĕрхи культура та аван ҫитĕнет, Михаил Игнатьев уйри ĕҫсене пысăка хурса хакланă.  Мĕнпур ĕҫе планпа килĕшӳллĕн вăхăтра туллин пурнăҫласа пынă хуҫалăхра тăрăшакансем.  «Кĕрхисем вăхăтра вăй илчĕҫ. Хĕллехи тапхăрта аманса юлмасса шансах тăратпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Уй-хир ĕҫĕсене вăхăтра пухса тирпейленисем, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисем ҫиес  Ял хуҫалăх ĕҫченĕсен кунĕнче патшалăх наградисене тивĕҫессине асăннă вăл.  

«Йăлана кĕнĕ тăрăх хуҫалăх ĕҫĕсемпе кулленех тухса паллашатпăр. Кашни районта тухăҫлă ĕҫлесе пыракан хуҫалăхсем пур. «Агрофирма Таябинка» ыттисемшĕн ырă тĕслĕхре. Вĕсем горчица акса ҫитĕнтерессипе курăмлă ĕҫлеҫҫĕ. 1 кг тавар 25-30 тенкĕпе сутăнать. Тырă хакĕнчен 2-3 хут та пысăкрах», - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. Сăмах май,  «Холдинг КиПиАй Агро» ТМЯО пирки те чарăнса тăнă, унта хăй нумаях пулмасть пулнине хыпарланă. Хуҫалăх ĕҫченĕсем ӳсен-тăрансене акса ҫитĕнтерессипе курăмлă ĕҫлесе пынине палăртнă.   

Тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Вырăнти ертӳлĕхе бюджетран куҫакан тĕревпе вăхăтра тата тулин усă курма чĕнсе каланă, халăхăн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатассипе ырми-канми тăрăшмаллине палăртнă. Программăсемпе килĕшсе йышăннă мĕнпур ĕҫе вăхăтра пурнăҫламалла тенĕ Пуҫлăх.

Ҫула май палăртнă кун регион Ертӳҫи автомашина ҫулĕсене те пăхса тухнă. Объектра  «ТДС»  ТМЯО прорабĕ Борис Семенов йывăрлăхсем пулманнине, ҫула пĕтĕмпех юпа уйăхĕнче тирпейлесе ҫитерессине шантарнă, графикран юлманнине хыпарланă республика Пуҫлăхне.  

Фоторепортаж 



30 сентября 2019
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter