Чăваш Енре аслă ҫулсенчи ватăсене тимлĕх уйăрассипе ятарлă мероприятисем пыраҫҫĕ
Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.
Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Лариса Арсентьева регионта Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне хатĕрленсе пынă ĕҫсем пирки каласа кăтартнă.
Уява 1990-мĕш ҫултан палăртма тытăннă. Чăваш Енре ватăсене хисеплесе 2500 ытла мероприяти плана кĕртсе хăварнă. Пĕлме: уяв мероприятисене ирттерме авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫланă. Вĕсем юпа уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырасси планра пуррине каланă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.
Чылай социаллă пĕлтерĕшлĕ акцисем вăя кĕнĕ. Кану мероприятийĕсем, уяв программисем, спорт, культура енĕпе тĕрлĕ савăнăҫлă пулăмсем ирттерме пăхса хăварнă. Ĕҫ коллективĕсенче хисепе тивĕҫнĕ «кĕмĕл ҫулсенчи» ҫынсене уйрăммăн палăртса, асăнмаллăх парнесем парса хавхалантарĕҫ. Аслă ҫулсенчи ветерансемпе уҫă калаҫусем ирттересси те пур планра. Хăшĕ-пĕрисем патне киле ҫитсе саламлама йышăнса хăварнă ерӳҫĕсем.
Палăртса хунă тăрăх, уявсенче пурĕ 120 пин аслă ҫулсенчи ҫын хутшăнасси куҫкĕретех тенĕ Лариса Арсентьева. Сăмах май, ҫулсерен патшалăх енчен ватăсене чылай социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусем куҫса пынине асăнса хăварнă вăл, кăтарту та сахал мар, 1,9 млрд танлашать тенĕ.
Михаил Игнатьев предприятисемпе организацисенче ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнисем пирки чарăнса тăнă, вĕсене те манма юраманнине, саламсем илсе ҫитермеллине асăрхаттарнă. «Ветерансемшĕн эпир тимлĕх уйăрни ҫав тери пĕлтерĕшлĕ. Енчен те эпир вĕсем пирки манса каятпăр пулсан, вĕсем уншăн хытă пăшăрханаҫҫĕ. Пирĕн вĕсемпе яланах пулмалла, май килнĕ таран пулăшусемпе тивĕҫтерессишĕн тăрăшмалла», – тесе каланă вăл.
Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 315 пин ҫын аслă ҫулсенчисем. 85 ҫул иртсе пурăнакансен йышĕ ҫулсерен нумайлансах пырать, кăтарту – 18 399 ҫитнĕ. 100 ҫул тултарнисем вара ҫĕр ҫын. Ку та пурсăмăра та пурăнма хавхалантарать. Пурте вăл ҫулсене ҫитессишĕн тăрăшăр.
Палăртса хунă тăрăх ҫакă паллă: 2030-мĕш ҫулсем тĕлне 80 ҫултан иртсе пурăнакансен шучĕ 30 процента ҫити тата та ӳсесси куҫкĕретех пулĕ.