Кăҫал Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 126 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене юсанă
Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Правительствин членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – ҫул-йĕрсене тирпейлесе сарса пыни.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Александр Николаев хăйĕн докладĕнче регионăн Ҫул-йĕр фончĕ 2019 ҫулта 5 279 млн танлашнине хыпарланă. Пĕлтĕрхинчен кăтарту 235 млн пысăкрах пулнине асăнса хăварнă ведомство ертӳҫи.
Паянхи куна илес пулсан, пурĕ республикăра 126 ҫухрăм ҫул тĕпрен ҫĕнетнĕ, вĕсенчен 47 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫул регион шайĕнчи шутланать. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсем – 79 ҫухрăм. Кăҫал 13 км тăсăлса выртакан вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулĕсене тĕпрен реконструкциленĕ. Объектсем ҫинче сахал мар ҫутăпа та тивĕҫтернĕ.
«Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проектне тĕпе хурса 2019 ҫулта объектсене тĕпрен юсаса сарма 2 442 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Паянхи кун тĕлне 69 км юсаса сарнă, 9 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫулсене ҫутăпа тивĕҫтернĕ.
Хăш-пĕр районсенче ыйтăва туллин татса паманнине каланă ведомство ертӳҫи. Вăрнарта, Красночетайскийĕнче, Сĕнтĕрвăрринче, Вăрмарпа Ҫĕрпӳ районĕсенче тата Улатăр, Ҫĕмĕрле хулисенче объектсем вăхăтра пурнăҫа кĕрсе пыманнине пĕлтернĕ вăл.
Шупашкар хулинчи ҫусене валли 2019 ҫулта 1410 млн пăхса хăварнă. Мĕнпур пăхса хăварнă объектсене пурнăҫа вăхăтра кĕртсе пырас ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме каланă хула ертӳлĕхне.
Кăҫал авăн уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне Ҫул-йĕр фончĕн укҫипе 2 054 тенкĕллĕх усă курнă, кăтарту планпа пăхса хăварнинчен 39 процент шутланать.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев строительство ĕҫĕсене пурнăҫланă чухне палăртса хунă графика ҫирĕп пăхăнса пымаллине асăрхаттарнă.
Кунсăр пуҫне ялсенчи автомашина ҫулĕсем ҫинче ҫителĕксĕр асăрхаттару паллисем тенĕ. Ыйтăва тĕрĕслеве илме каланă вăл. Йывăр транспортсене автомашина ҫулĕсемпе ҫӳреттерме, ятарлă паллăсем пулмаллине те асăрхаттарса хăварнă Пуҫлăх сăмаха май.
Чăваш Республикин Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви хушăвĕпе килĕшӳллĕн ирттерекен ĕҫлĕ пулăмра – Транспортсен эрнинче регион пирки ытларах ыйтусене ҫутатса пама чĕнсе каланă Чăваш Республикин Транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министерствине.