Чăваш Енре «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли вырăнсене йĕркелес ĕҫ вĕҫленсе пырать

Авăн уйăхĕн  3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Каҫал ен тата Елчĕк тăрăхĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă. Унта регион Пуҫлăхĕ йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ĕҫ-пуҫ епле пулса пынипе кăсăкланнă.  Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче контейнерсене вырнаҫтармалли лапамсем епле пулса пынине курса ĕненнĕ.  Палăртмалла, эпир чăнласах та,  ҫӗршывӑн экологи рейтингӗнче тивӗҫлипе малти вырӑнта пулни куҫкĕретех. Ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртни, экологишӗн стратегиллӗ шайри объектсене ҫӗнетни – пирӗн сывлӑха, ачасен сывлӑхне хывакан инвестицисем.

Елчĕк район администрацийĕн пуҫлăхĕ Николай Миллин хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет пĕрлешĕвĕнче мĕнпур ялсенче контейнерсене вырнаҫтармалли лапамсене тĕпрен йĕркелесе пĕтернине хыпарланă.  Пурĕ 142 лапам хута янă, вĕсенчен 128-шне халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене тĕпе хурса пурнăҫа кĕртнĕ. «Ҫитес вăхăтрах контейнерсем килĕҫ. Хальлĕхе ҫӳп-ҫапа халăх михĕсем ҫине пухса ҫыхса тирпейлесе хурать ятарлă палăртнă вырăнсене», – тесе каланă район администрацийĕн пуҫлăхĕ.  Регион операторĕн витĕмлĕхĕпе 284 контейнер пуласси те паллă, тăкака хăйсем ҫине илĕҫ вĕсем.

Чӑваш Республикинчи муниципаллӑ районсен пуҫлӑхӗсен поселенисен тата хула округӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле кăҫалхи ҫул халӑх пурӑнакан мӗн пур вырӑнтах, асӑннӑ ыйтӑва вырӑнта пурӑнакан ҫынсемпе сӳтсе явса, коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса пымалли лаптӑксем туса хунă.   

Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче ҫӳлерех асăннă ыйтупа лайăх ĕҫленине асăннă. Лапамсене автомашина ҫулĕсем ҫывăхăнче хута ярсан аван пулнă пулĕччĕ, ун пек чухне усал ҫӳп-ҫапа тиесе тухма меллĕ тесе хушса каланă хăйĕн сăмахĕнче вăл. «Экологи» наци проекчӗпе килĕшӳллĕн евроконтейнерсене республикăна илсе килеҫҫĕ. Вĕсене туянма республика хыснинче 86,99 млн уйăрса хăварнă. Саккунпа килӗшӳллӗн коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаламалли ҫӗнӗ тытӑм ҫине куҫнă. Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа республикӑра регионти оператор ӗҫлеме тытӑннă. Ресурссемпе вырӑнлӑ усӑ курни, хупӑ тата каяшсӑр технологисене ӗҫе кӗртни, производствӑпа потребленин чавса чикме юраман мӗн пур каяшӗсене иккӗмӗшле майпа тирпейлени – ҫакӑ пурте тавралӑх хутлӑхӗ ҫине кашни ҫын тата пӗтӗм общество яваплӑн пӑхнине ҫирӗплетни шутланать.

Ял тăрăхĕсенче контейнерсене вырнаҫтарса пыни – ҫӳп-ҫапа тирпейлĕ пухса пыма майсем параҫҫĕ, экологи лайăхланать.



04 сентября 2019
17:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter