Михаил Игнатьев Каҫал енпе Елчĕк районĕсенчи уй-хир ĕҫĕсемпе паллашнă

Михаил Игнатьев ознакомился с ходом уборки урожая в Комсомольском и Яльчикском районах Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Каҫал енре тата Елчĕк тăрăхĕнче ĕҫлĕ визитпа ҫӳренĕ. Муниципалитетсенче регион Ертӳҫи уй-хир ĕҫĕсемпе кăсăкланнă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче пулса курнă.

Каҫал енри «Урожай» колхозра Михаил Игнатьев тыр-пул пухса кĕртекенсемпе курнăҫнă, кукуруза анинчи пучахсене курса хакланă.  Кăҫал хуҫалăхăн 1535 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинчен тыр-пула пухса кĕртмелле. «Урожай» колхозăн председателĕ Алексей Ершов хăйĕн сăмахĕнче уй-хирте тăрăшакансем 1430 га ҫинчен тыр-пула пухса кĕртнине хыпарланă, мĕнпур палăртса хунă лаптăкран вăл 93 процентпа танлашать тенĕ сăмаха ҫавăрса.   Тухăҫ аван пĕлтĕрхинчен самай пысăк тесе пĕлтернĕ хуҫалăх ертӳҫи. Ҫĕр ĕҫченĕсем кĕрхи культурăсене акса хăварассипе те ырми-канми вăй хураҫҫĕ. Специалистсем хăйсене шанса панă ĕҫсене пĕлсе тата вăхăтра пурнăҫласа пыни те куҫкĕретех.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хуҫалăх халăхран сĕт ҫав тери пысăк хакпа пуҫтарнине асăнса хăварнă, вĕсем республикăри ытти предприятисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Кăтарту пĕчĕк мар чăнласах та, 20 тенкĕрен пĕрре те кая пулман вĕсен пĕр литр сĕтшĕн.   

Михаил Игнатьев уйсенче тирпейлĕх хуҫаланнине палăртнă, Алексей Ершова хуҫалăха финанс тĕлĕшĕнчен те пĕлсе тĕрĕс йĕркелесе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Республика Пуҫлăхĕ ĕнер Елчĕк районĕнче пулнă,  «Агрофирма «Слава картофелю – Яльчики» ТМЯО уй-хир ĕҫĕсемпе паллашнă, ҫитĕнӳсене курса ĕненнĕ.

Хуҫалăхра кĕрхисене акса хăварассипе тимлеҫҫĕ, ҫĕр улмине пухса кĕртессипе ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. «Агрофирма «Слава картофелю»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин ҫĕр ĕҫченĕсем «иккĕмĕш ҫăкăра» палăртса хунинчен ҫуррине пухса тирпейлесе кĕртме те ĕлкĕрнĕ тесе хыпарланă.

«Пысăк тухăҫ – техника лайăх пулнинче, халăх тăрăшса хăйне шанса панă ĕҫе тирпейлĕ  пурнăҫласа пынинче», – тесе ҫирĕплетсе каланă Хасиятулла Идиатуллин.

Федераци программине хутшăнса гранта тивĕҫни ҫĕнĕ техникăпа пуянланма витĕм кӳнине те асăнса хăварнă вăл.

Хуҫалăх ҫĕрулми вăрлăхне хатĕрлессипе лайăх ĕҫлет. Теплицăра вĕсем паха вăрлăхсене ҫитĕнтерсе мĕнпур ҫĕрулмисене ҫĕнетсе пыраҫҫĕ. Пысăк технологи те вĕсен вăй илсе пырать, специалистсем хăйсен пĕлӳ шайне те ҫийĕнчех ӳстерсе пыраҫҫĕ.

Агрофирма ĕҫченĕсене Михаил Игнатьев ырланă, малашне те ӳсĕмсемпе ĕҫлеме вăй-хал суннă. Хуҫалăх импорта улăштарассипе тăрăшни те куҫкĕретех, ҫакнах ертӳҫĕсем курса ĕненнĕ.  «Эсир ыттисене паха тĕслĕх кăтартса пыратăр, ҫĕрпе тивĕҫлĕ ĕҫлеме вĕрентетĕр. Ушкăнра ҫынсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени сисĕнет», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.    

Елчĕк районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Николай Миллин уйра ĕҫсем пĕтĕмĕшле вĕҫленсе пынине палăртнă. Тыр-пула вăхăтра пуҫтарса типĕтсе пӳлмесене кĕртсе пынине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта кăҫал 269 пин га ҫĕр лаптăкĕнчен тухăҫа пухса кĕртмелле. Пурĕ уйсенче 574 комбайн кĕрлет. Тыр-пула палăртса хунинчен 80 процентне пухса илнĕ, ҫĕрулмине те республикăра вăхăтра пуҫтарса пыраҫҫĕ.

Палăртнă кун республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕкре тавралăха тирпей-илем кĕртессипе муниципалитет епле ĕҫленипе те кăсăкланнă. Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ĕҫ-пуҫ мĕнле пулса пынине курса ĕненнĕ.  Контейнерсене кашни ялта вырнаҫтарнине палăртнă район администрацийĕн пуҫлăхĕ Николай Миллин.

Район центрĕнче республика Пуҫлăхĕ нумай функциллĕ центр ĕҫĕпе паллашнă.  Ҫулсене, культура паркĕсене пăхса тухнă, тавралăха тирпейлессипе пурнăҫланă ĕҫсене хакланă. Приоритетлă наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, муниципалитетăн хутлăхне хăтлăлатас тесе чылай объекта ҫĕнетнĕ. 2018 ҫулта пурнăҫлама пуҫланă ĕҫсене малалла та тăсса кăҫал тата та ытларах инфратытăма ҫĕнетме тĕллев лартнă вырăнти ертӳлĕх. Проект хакĕ 13 млн танлашнă.

Район пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса, экономикăна вăйлатса пынăшăн Чăваш Ен Пуҫлăхĕн грантне 12 млн тивĕҫнĕ. Вăл укҫапа муниципалитет ҫулсене сарнă, вырăнти Арбата аталантарнă.   Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕ регион бюджетĕнчен куҫарса пыракан пулăшупа тĕллевлĕн усă курса пынине палăртнă, ял территорийĕсене аталантарассипе уйăрнă тĕревпе тухăҫлă тăкакланни те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.      

Фоторепортаж



04 сентября 2019
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter