Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарти суту-илӳсен ĕҫĕсемпе паллашнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев в Новочебоксарске проинспектировал работу торговых точекПаян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă. Регион Пуҫлăхĕ муниципалитетра халăхпа, сутăҫсемпе калаҫнă, суту-илӳ ҫурчĕ «Турист» ĕҫ-хĕлĕпе кăсăкланнă. Тавар хакĕсене пăхса тухнă ертӳҫĕсем, туянакансен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче апат-ҫимĕҫ таварĕсене кулленех ятарлă специалистсем мониторинг туса тăнине хыпарланă. Кăҫал тĕрлĕ тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем тăрăх, сăлтавсăр таварсен хакне пĕрре те ӳстермен.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-ҫимĕҫ таварĕсен пахалăх шайне те патшалăх енчен ҫирĕп тĕрĕслев тытса пынине асăннă вăл сăмаха малалла вакланă май.    

Паянхи хăнасем хулара суту-илӳ ҫурчĕсенче Чăваш Енре тирпейленсе тухакан таварсем сахалтарах тесе каланă.     Сăмах май, республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев Чăваш Енри мĕнпур хуласенче авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуҫласа  «Кĕр парни» акци ĕҫлеме пуҫланине хыпарланă.  Акци пĕр уйăха тăсăлĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти ертӳлĕхе ял хуҫалăх таварĕсене халăх патне илсе ҫитерме условисем хатĕрлесе тăратмаллине асăрхаттарнă, ҫынсене усăллă хыпарсене вăхăтра пĕлтерме сĕннĕ.  

Фоторепортаж



06 сентября 2019
15:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter