Федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн кăҫал Чăваш Енре 55 объектра хĕрӳ ĕҫсем пыраҫҫĕ

В рамках нацпроекта «Безопасные и качественные автомобильные дороги» в Чувашии в 2019 году работы ведутся на 55 объектахАвăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшсе тăракан «Çул-йĕр сечĕсем» регион проектне пурнăçласа Шупашкарта тăвакан ĕçсемпе паллашнă.

Регион Пуҫлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Александр Николаев, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă.    

Чи малтан ертӳҫĕсем Электроаппаратчиксен бульварне çитсе килнĕ. Кунта ҫул-йĕр строительствинче «Дорэкс» АО тăрăшакансем  340 метра тăсăлакан тăватă полосаллă автоçула хута ярасшăн. Унăн икĕ енĕпе тротуар пулать. Тĕп юсава 48,8 млн тенкĕ явăçтараççĕ. Хальлĕхе ĕçсем хĕрӳ пыраҫҫĕ. Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсене кăçалхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме ыйтнă.

Подряд организацийĕ Октябрь 50 çулĕн урамĕнчи автоçула тĕпрен юсанă, çĕнĕ тротуар сарнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çул тата тротуар пахалăхĕпе кăсăкланнă, çитменлĕхсене пĕтерме ыйтнă. Объект ҫинче «Магистраль» ТМЯО тăрăшса ĕҫлени куҫкĕретех тенĕ ертӳҫĕсем.  Пур-пĕрех кирек-епле объектăн та лайăх тăмалли тапхăр пур, вăтамран ултă ҫул хушши.  Енчен те асфальт пăсăлсан, паха пулмасан подрядчикăн тепĕр хут тăкакланма тивет, укҫа-тенкĕ те организацинчен пĕтесси паллă.

«Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн ҫынсене валли ҫурран ҫӳремелли ҫулсем те сахал мар сарнă, сăмах май велосипедпа ярăнакансене валли ятарлă паллăсем те ҫырса хăварма ыйтнă регион Пуҫлăхĕ. Паянхи ҫул ҫӳревре Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Андриян Николаев космонавт летчик урамĕнче те пулнă. Кунта ҫула  «Воддорстрой»  тулли мар яваплă общество тĕпрен юсать. Объекта çĕнетме 62,5 млн тенкĕ уйăраççĕ. Объекта кăçалхи юпа уйăхĕнче хута ямалла. Ҫул-йĕр ĕҫченĕсем ҫĕрĕпе, кунĕпе объектра тăрăшма тĕллев лартнă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  ҫул саракансене ырланă, вĕсен ĕҫĕпе кăмăллă юлнă.

2019 ҫулта  регионта «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне тĕпе хурса 2,5 млрд яхăн пăхса хăварнă. Мĕнпур палăртса хунă 55 объектран 27-шĕ Шупашкарта. Ҫĕнĕ Шупашкарта, Муркаш, Шупашкар районĕсенче те ҫулсене тирпейлесе ҫитересси планра пуррине тепĕр хут палăртса каланă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев. Пирĕн умра вĕсенчи автоçулсен — 85%, республикăри муниципалитетсен çулĕсен 50% нормативпа тивĕçтерес тĕллев тăрать тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă вăл.

«Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçлама федераци, республика тата тĕп хула бюджетĕнчен Шупашкара пĕлтĕр те кăҫал та пысăк укçа уйăрнă. Наци проекчĕпе килĕшӳ асăннă районсенче кăçал 55 объекта ĕçе кĕртмелле. Подряд организацийĕсемпе килĕшӳ çирĕплетнĕ, 25 объектра юсава вĕçленĕ, ыттисенче вăл малалла пырать. Çулсене çĕнетме укçа юлашки вăхăтри пек нумай нихăçан та куçарман.

 Çулсем лайăхланнине водительсем те, çуран çӳрекенсем те асăрхаççĕ. Çакна Чăваш Ен хăнисем те туяççĕ. Сăмахран, кĕçнерникун республикăра пулса курнă Совет Союзĕн Геройĕсем пирĕн çулсем лайăххине палăртнă. Ӳлĕмрен те «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн тротуарсем те тăвасси планра пур. Тротуарсенче велосипедистсем валли те вырăн пулмалла. Пирĕн кăçал 55 объекта хута ярассишĕн мĕн кирлине пурне те тумалла тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе республика Пуҫлăхĕ. 

Фоторепортаж



06 сентября 2019
15:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter