«Андриян Николаевăн паха тĕслĕхĕ – ырă ĕҫcем патне ăнтăлма витĕм кӳреҫҫĕ, Тăван ҫĕршыва юратма вĕрентеҫҫĕ» – палăртнă Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Жизнь Андрияна Николаева – яркий пример того, как нужно любить свою землю, делать добрые дела во благо Отчизны»Космоса вĕçсе хăпарнă виççĕмĕш космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Андриян Григорьевич Николаев ҫуралнăранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа каҫхине Оперăпа балет театрĕнче уяв мероприятийĕ иртнĕ.

Мероприятине пухăннă хăнасем, космонавтăн ҫывăх ҫыннисем, мĕнпур пуҫтарăннисем паллă ентешĕмĕр ҫитĕнвĕсемпе чун-чĕререн мăнаҫланнине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче уявра саламланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Регион Ертӳҫи Андриян Николаев Чăваш Ен аталанăвĕшĕн пысăк тӳпе хывнине палăртнă. Заводсем, пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă объектсем сахал мар регионта хута кайнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   

«Вăл чылай обществăлла ĕҫсене хутшăннă. Ҫĕршыв, республика пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă. Питĕ ĕҫчен те тарават ҫын пулнă. Яланах ыйтусене вăхăтра татса парассишĕн ĕҫленĕ. Республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн мĕнпур вăйран ҫине тăнă.  Тăван ҫĕршыва, тăван тавралăха, ҫывăх ҫынсене хисеплеме, юратма вĕрентеҫҫĕ унăн ырă та пархатарлă ĕҫĕсем», – тесе каланă Михаил Игнатьев.   

Паллă ентешĕмĕрĕн ятне ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклесе пымалла, ҫитĕнекен ăрăвăн унăн тĕслĕхне тĕпе хурса лайăх ĕҫсем тума ăнтăлмалла. Пинĕ-пинĕпе халăх унăн тĕслĕхне асра тытса, ун пек пулма тăрăшать. Ҫитĕнӳсем те ҫук мар. Кăҫал Андриян Григорьевич Николаев ҫуралнăранпа 90 ҫул ҫитнинне асра тытса, Совет Союзĕн, Раҫҫей Федерацийĕн ултă Геройĕ мероприятине килсе ҫитнĕ.  

Михаил Игнатьев хисеплĕ хăнасене мухтаса чун-чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Вĕсем тăтăшах регионта ҫамрăксене патриотла воспитани парас ĕҫе хутшăннине палăртнă, космонавтсен юхăмне вăй илме чылай витĕм кӳнине те асăннă.   

«Геройсемпе куҫа-куҫăн тĕл пулса калаҫни, паттăрла ĕҫсем ҫинчен пĕлни ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пулăшаҫҫĕ ҫамрăксене, таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлеме те вĕрентеҫҫĕ. Тăрăшсан пĕтĕмпех пулать, тĕллевсем патне ҫитме те аван», – тенĕ сăмаха ҫвăрса регион Пуҫлăхĕ.

Елена Терешковăна ҫамрăксене патриотла воспитани парас ĕҫе пысăк тӳпе хывнăшăн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев медальпе чысланă.  Космонавтăн хĕрĕ хисепе тивĕҫнĕ май, республика Пуҫлăхне, регионта пурăнакансене пурне те ашшĕне хисеплесе сума суннăшăн ырласа чун-чĕререн тав тунă.    «Атте чăнласах та, халăхшăн тăрăшнă, пурăннă, яланах таса чунпа ĕҫленĕ. Кашни ҫул аттен тăван ялне, тăван тăрăхне килнĕ май халăх ăна юратнине курса ĕненетĕп.   Вăл Чăваш Ене тĕнче шайне кăларчĕ. Тăван ҫĕре юратни – манра та пур, эпĕ те ун пекех», – тенĕ вăл.

Уявра Раҫҫей вĕҫевҫисем – Алексей Овчининпа Александр Скворцов чăваш халăхĕ патне  видеосалам янă. Вĕсен ырă сăмахĕсене чăнласах та итлеме питĕ кăмăллă пулнă. 

Мероприятине пухăннисене ҫак кун Совет Союзĕн Геройĕ Александр Баландин тата Раҫҫей Геройĕсем Павел Виноградовпа Николай Гаврилов саламланă, Андриян Николаева ырăпа асăнса, унăн ячĕ ĕмĕр асра пулнине палăртнă.   Уяв каҫĕ хаваслă юрă-ташăпа вĕҫленнĕ, республикăри пултарулăх ушкăнĕсем халăха ытарлă кĕвĕсем парнеленĕ.  

Фоторепортаж



06 сентября 2019
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter