Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалланă проектсене «Радио Родных Дорог» радиостанци хутшăнма хавас

Радио родных дорог примет участие в реализации проектов, приуроченных к 100-летию Чувашской автономииАвăн уйăхĕн  6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче «Радио Родных Дорог» радиостанцийĕн директорĕпе Александр Филипповпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалласа пĕрлехи проектсем хатĕрлессине анлăн сӳтсе явнă.  

«Пĕлтерĕшлĕ те паллă уявсем пирки хыпарсене халăх патне илсе ҫитерес ĕҫе малалла та тăсăпăр. Чăваш Республикин Культура министерствипе программăсене анлăлатассипе ĕҫлеме хатĕр. Юбилей валли ятарлă кăларăмсем калăпласа пыма та хавас эпир», - тесе пĕлтернĕ хăйсен шухăшне «Радио Родных Дорог» радиостанцийĕн директорĕ.

Обществăлла ĕҫе хастар хутшăннăшăн радиостанцире вăй хуракансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Сирĕн ҫитĕнӳсемпе эпир те мăнаҫланатпăр. Яланах кăмăллă сире итлеме. Паллă пулăма палăртассипе йышăнакан кăсăклă проектсене витĕм кӳме хатĕр», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Александр Филиппов Михаил Игнатьева «День семьи, любви и верности»   Пĕтĕм Раҫҫейри уявăн йĕркелӳ комитечĕн Председателĕн Светлана Медведевăн Тав ҫырăвне парса чысланă.   Кăмăл-сипет, пĕр-пĕрне ăнланассипе пулăшасси, ҫемьешĕн тата пуҫланă ĕҫшĕн, йышăнусемшĕн яваплăха туясси ҫине, ҫемье, йăла-йĕрке тытăмне ҫирĕп тытса пырас ĕҫе пысăк тӳпе хывнишĕн регион Ертӳҫине ырласа ҫырнă тав сăмахĕнче.

Аса илтеретпĕр, кăҫал Чăваш Республикин тĕп хулинче Муром, Мускав тата Санкт-Петербургх хулисенчи пекех Ҫемье, юрату тата шанчăклăх Пĕтĕм Раҫҫейри уяв  ҫав тери мăнаҫлă иртрĕ.  Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта Амăшĕн Монуменчĕ умĕнче хаваслă уяв концерчĕ пулчĕ.   Халăхра анлă сарăлнă, Раҫҫей эстрада ҫăлтăрĕсем Александр Добронравов, Афина, Сергей Любавин, Сергей Войтенко, Дмитрий Прянов, Дина Мигдал, Светлана Питерская, группа Story, Макс Лидов, Алиса Салтыкова, Катя Ростовцева, «Ярмарка» ушкăн ҫынсене чаплă юрă-кĕвĕ парнелерĕҫ.  Юрăҫсене ун чухне тав ҫырăвĕсем парса хавхалантарнă.

25 ҫул мăшăрсем пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе Чăваш Енре пурăннисем юратупа шанчăклăх медальне тивĕҫнĕ.  

Фоторепортаж



06 сентября 2019
11:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter