Хутса ăшăтмалли тапхăра Чăваш Республикинче хатĕрленсе ҫитнĕпе пĕрех

Подготовка к отопительному сезону в Чувашской Республике подходит к завершающей стадииПаян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă май, хутса ăшăтмалли тытăмсем епле ĕҫлесе тăнине те тĕрĕсленĕ. 64-мĕш №-лĕ нумай хваттерлĕ пурăнмалли ҫурт таврашĕнчи магистрале 70-мĕш ҫулсенчех хута янă пулнă.  Вăл ача сачĕн икĕ ҫуртне, икĕ шкула, пурăнмалли нумай хваттерлĕ 44 ҫурта тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене ăшăтса пырать.  Ăшăпа тивĕҫтерекен трассăна 1997 ҫулта тĕпрен юсанă пулнă.     Юлашки икĕ ҫулта хăш-пĕр ҫитменлĕхсене тупса палăртса, ятарлă хатĕрсене ылмаштарса пынă. Объекта тĕпрен улăштарса ҫĕнетме 2 млн ытла пăхса хăварнă. «ТЕПЛОГРУПП»  ТМЯО палăртнă объекта ҫĕнетмелле, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ хатĕрсене вырнаҫтармалла. Подрядлă организаци авăн уйăхĕ вĕҫленнĕ тĕле ĕҫ-пуҫа вĕҫне-хĕрне ҫитерме тĕллев лартнă.

Чăваш Республикин Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта хутса-ăшăтмалли  тапхăра хатĕрленес ĕҫ вĕҫленсе пынине палăртать. Коммуналлă хуҫалăхри объектсене - 91,5 процент,   ҫурт-йĕр фондне 95 процент таран тирпейлесе ҫитерме те ĕлкĕрнĕ.   

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче юлашки ҫулсенче хутса ăшăтмалли системăсене тĕпрен ҫĕнетсе пынине асăннă. Республика бюджетĕнчен сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланă. Канаш, Куславкка, Ҫĕмĕрле тăрăхĕсенче пурĕ 6 котельнăй хута янă. Халăх кăмăллă, ҫынсем патне ăшă ҫителĕклĕ таран ҫитсе пырать.  Палăртмалла, регионта сахал тупăшлă ҫемьесене патшалăх енчен те чылай тĕрев куҫать. Халăх субсидисене вăхăтра илсе тăрать тенĕ республика Пуҫлăхĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.   

Фоторепортаж



06 сентября 2019
16:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter