Михаил Игнатьев Пĕтĕм халăхсен хушшинчи космос ĕҫ-хĕлĕпе ĕҫлекенсен ассоциацийĕн представителĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась встреча Михаила Игнатьева с представителями Международной ассоциации участников космической деятельностиАвăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм халăхсен хушшинчи космос ĕҫ-хĕлĕнче ĕҫлекенсен ассоциацийĕн представителĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Ертӳҫĕсем пĕр пухăннă пек чухне экономикăри, культурăпа вĕренӳ, медицина сферинчи пĕрлехи ĕҫсем йĕркелессине сӳтсе явнă. Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хутшăннă.   Пĕтĕм халăхсен хушшинчи ассоциаци космос енĕпе ҫыхăнса ĕҫлекен предприятисене пĕр чăмăра пухăнма витĕм кӳрсе пырать, экономикăна хăватлантарма кăсăклă проектсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшать.  

Ассоциацийĕн президенчĕ Виктор Кривопусков ҫĕршывра ракета тата космос тытăмне ҫĕнетсе пырассипе йĕркеленĕ мероприятисем пирки чарăнса тăнă. Ку енĕпе социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене йышăнса хăварни ҫинчен те хыпарланă, вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарнă.    

«Чи кăсăклă ыйтусенчен пĕри – хĕвел энергетики», – тенĕ Виктор Кривопусков.  

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев промышленноҫ тытăмĕ пирки каласа кăтартнă, ҫитĕнӳсене палăртса хăварнă. Сăмах май, инвесторсем валли хатĕрленекен ҫăмăллăхсем ҫинчен те чарăнса тăнă. Тĕнчипе паллă вĕҫевҫĕсем пирĕн тăрăхран, апла пулсан Чăваш Еншĕн космос теми уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тенĕ Ертӳҫĕ.

«Эпир сирĕнпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕр, кашни проекта тĕплĕн пĕрле пăхса тухса сӳтсе явăпăр», – пĕтĕмлетнĕ хăй сăмахне республика Пуҫлăхĕ.   

Фоторепортаж



06 сентября 2019
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter