Ҫĕнĕ Шупашкарта хула хутлăхне хăтлăлатассипе виҫĕ ҫулта ҫуртсем таврашĕнчи 115 объекта тирпейленĕ

В Новочебоксарске за три года благоустроено 115 дворовых территорий Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă.  Унта вăл муниципалитет хулан хутлăхне хăтлăлатассипе йĕркелесе пынă ĕҫсемпе тĕплĕн палланă.  

Наци проекчĕсен программисене пурнăҫлама 2019 ҫулта тĕрлĕ ҫăлкуҫсенчен 178 млн пăхса хăварнă.  Вăл шутран федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшсе тăракан «Çул-йĕр сечĕсем» регион проектне пурнăçласа пыма 118 млн уйăрнă. Промышленноҫ урамĕнчи 2,4 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулне тĕпрен юсаса ҫĕнетĕҫ.

Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова хулан хутлăхне хăтлăлатассипе палăртнă проектпа ĕҫлеме муниципалитет 36,9 млн тивĕҫнине хыпарланă. Сахал мар вăл укҫапа объектсене тĕпрен юсаса пынине асăннă вырăнти ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Атăлăн ҫыран хĕрринчи ҫӳлти пайне тĕпрен пăхса хакланă ертӳҫĕсем. Объектсене хута яма 10 млн тăкакланă. Палăртма кăмăллă, тавралăхра тирпейлĕх хуҫаланать, халăх ĕҫсемпе кăмăллă пулни те куҫкĕретех.  Скверта инфратытăм ҫĕнелсе пыни пушшех те ҫынсен кăмăлне ҫĕклет. Республика Пуҫлăхĕ хушнипе хула администрацийĕ асăннă территоринче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан тытăмсене те йĕркелеме тĕллев лартнă.

Михаил Игнатьев подрядлă организацине хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пирки каласа хăварнă. Чечексене ешерме тăм питех те вырăнлă мар, ун вырăнне хура ҫĕр илсе килнĕ пулсан аван тенĕ вăл.

«Хăй вăхăтĕнче ҫӳлерех палăртнă лаптăкра ҫӳп-ҫап купи, тирпейсĕрлĕх хуҫаланнă. Паян вара палăртма кăмăллă, чун-чĕре те савăнать. Халăх та ҫакнах ҫирĕплетет мĕнпур тавралăхра илемлĕ тесе пĕлтерет», тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.  Хулан тĕп уҫланкинче те сахал мар паха ĕҫсем йĕркеленĕ, граждансем питĕ кăмăллă, тав тăваҫҫĕ. Халăх ҫурран та ҫӳреме юратать, спорта та тухать вăл территорине.  Ҫурран ҫӳрекенсене утма - ҫул сарма   19,5 млн тăкакланă.  Спорт енĕпе ăсталăха туптама ятарлă хатĕрсем те ҫителĕклĕ таран вырнаҫтарнă унта.

Маларахри ҫулсене илес пулсан, Ҫĕнĕ Шупашкара кун пек тимлĕх уйăрман тесен те йăнăш мар. Кун пирки регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев та ҫирĕплетсех каланă.  

Кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле нумай хваттерлĕ пурăнмалли ҫуртсем таврашĕнче ҫулсене тирпейлесе сарас ĕҫе вĕҫне-хĕрне ҫитерĕҫ муниципалитетра. Пурĕ 27 объектра юсав ĕҫĕсене пурнăҫлама тĕллев лартнă.  

«Пĕрле пурăнмалла – пĕрле ĕҫлемелле» программăна тĕпе хурса 2016-мĕш ҫултан пуҫласа Ҫĕнĕ Шупашкарта  ҫуртсем таврашĕнчи 100 объектра тирпей-илем кĕртнĕ. Хула хутлăхне хăтлăлатассипе йышăннă проект тата ҫул-йĕр фончĕн витĕмлĕхĕпе ҫуртсем таврашĕнчи 115 объекта тирпейленĕ кăҫал. Ҫитес виҫĕ ҫул хушшинче муниципалитет тĕпрен ылмашăнĕ, объектсем илемлĕхне халăхсене савăнăҫ кӳресси те куҫкĕретех», – тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетсе.       

Фоторепортаж



07 сентября 2019
06:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter