Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани

Финанс сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Финансист кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

 

Хальхи саманара укҫа-тенкӗне тухӑҫлӑн тытса пыма анлӑ пӗлӳпе пысӑк яваплӑх тата дисциплина кӑна мар, ҫавӑн пекех хӑйне евӗрлӗ йышӑнусем тума пӗлни те, ҫӗнӗ чӗнӳсемпе экономика лару-тӑрӑвӗн улшӑнӑвӗсем ҫине ҫийӗнчех тивӗҫлипе хурав пама пултарни те кирлӗ.

Финансистсен ӗҫ пахалӑхӗн чи лайӑх кӑтартӑвӗ – шайлашуллӑ бюджет. Чӑваш Енри финанс сферин ӗҫченӗсен пысӑк шайри ӑсталӑ­хне, вӗсем тӗп ҫул-йӗрсене халӑх шухӑшне шута илсе тӗрӗс палӑртма пӗлнине пула республикӑра мӗнпур социаллӑ тивӗҫ йӗркеллӗн пурнӑҫланса пынине палӑртма кӑмӑллӑ.

Республикӑна аталантармалли малашлӑхлӑ проектсене инвестици хывасси ҫуллен-ҫул ӳссе пырать, ҫавна май шкулсемпе ача сачӗ­сем, больницӑсемпе спорт объекчӗсем, ҫӗнӗ ҫулсем хута каяҫҫӗ, картишсен территорийӗсемпе обществӑлла хутлӑхсем хӑтлӑланса ил­емленеҫҫӗ. Патшалӑх учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме сахал мар укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр. Бюджет укҫи-тенкин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнчи инвестици тӑкакӗсен тӳпи енӗпе 2018 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округне кӗре­кен регионсем хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Кӑҫалхи бюджет инвестицийӗсен калӑпӑшӗ пӗлтӗрхи шайринчен 1,6 хут ытларах пулассине те асӑнса хӑвармалла.

Республикӑри мӗнпур финансиста пӗтӗм чунтан малашнехи ҫитӗ-нӳсем, ҫирӗплӗх, тӑван ен аталанӑвӗшӗн тухӑҫлӑ ӗҫлеме сунатӑп! Ҫи­рӗп сывлӑх, хастарлӑх тата ырлӑхпа телей сире!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                            Михаил Игнатьев



07 сентября 2019
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter