Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев вăй структурисенче ĕҫлекен ертӳҫĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев поблагодарил сотрудников органов правопорядка за слаженную работу во время новогодних и рождественских мероприятийРаштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин прокурорĕпе Василий Пословскийпе, Раҫҫей ФСБ Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫипе Игорь Кобыляченкопа тата Чăваш  Республикинчи шалти ĕҫсен Министрĕпе Виктор Шметковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Вăй структурисенче ĕҫлекенсене республика Ертӳҫи Ҫĕнĕ ҫул тата ҫутă Раштав уявĕсене халалласа иртнĕ пулăмсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ĕҫре пысăк витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахсем каланă.   Обществăлла вырăнсенче пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнă тесе ҫирĕппĕн тепĕр хут палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ. Ҫамрăксем тимлĕ пулнине, алхасса йĕрке пăснă тĕслĕхсем пачах та пулман тесе асăнса хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Право хуралĕнче тăрăшакансем халăхпа тăтăшах профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттернине палăртнă вăл. Уявсем паха иртнĕ, пăтăрмахсем сиксе тухман, халăх питĕ кăмăллă пулнă тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи мĕнпур комиссисем право йĕркипе тивĕҫтерессипе активлă ĕҫленине, асăрхаттару мероприятийĕсене те тăтăшах йĕркелесе пынине палăртнă.  Пурте пĕрле тăрăшса тимлĕ ĕҫленине асăнса хăварнă Чăваш Республикин прокурорĕ.  Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем малашне те тĕллевлĕн ĕҫлесе пымаллине палăртса хăварнă.

Михаил Васильевич Игнатьев ӳлĕмрен те вăй структурисемпе республикăри влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырасса шанса каланă.   

Фоторепортаж



10 января 2020
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter