Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Эсир саккунлӑхпа право йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр, патшалӑх интересӗсене тата граждансен прависене шанчӑклӑн хӳтӗлетӗр, Чӑваш Енре пурӑнакансен умӗнче чӑннипех те ырӑ ятлӑ шутланатӑр.

2019 ҫулта прокуратура пирӗн республикӑра транспорт тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене пӗтерес, ачасемпе сусӑр ҫынсене тата ветерансене социаллӑ хӳтлӗх парассине лайӑхлатас енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, коррупципе тата «сӑрӑ» ӗҫ укҫи тӳлессипе хастарлӑн кӗрешнӗ.

Прокурор службин ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗпе яваплӑхӗ, ҫынсемпе тимлӗ пулни, хӑйсен ӗҫне юратни, таса чунлӑхӗпе хӑюлӑхӗ, тивӗҫе парӑнни тата принциплӑхӗ халӑхра пысӑк хака тивӗҫнӗ.

Хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫлессине халалланӑ, пуян та нимрен паха опытне ҫамрӑк ӑрӑва паракан прокуратура органӗсен ветеранӗсене уйрӑммӑн палӑртса тав тӑватӑп.

Прокуратура ӗҫченӗсене пурне те ҫирӗп сывлӑх, яваплӑ та ҫӑмӑл мар ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем, чӑтӑмлӑхпа хастар кӑмӑл, ырлӑх тата телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                           Михаил Игнатьев



11 января 2020
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter