Чăваш Енре Ҫĕнĕ ҫул уявĕсене халалласа ирттернĕ мероприятисене пурĕ 800 пин ытла ҫын хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Иртĕ уявсенчи мероприятисем пирки тĕплĕн сăмахланă, пĕтĕмлетӳсем тунă канашлăва пухăннисем. Ҫĕнĕ ҫул уявĕсене халалласа пĕтĕмпе 5000 ытла мероприяти планпа килĕшӳллĕн йĕркелесе ирттернине хыпарланă Чăваш Республикин культура министрĕ. Пулăмсене пĕтĕмпе 800 пин ытла ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнине те асăннă ертӳҫĕсем. Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине палăртса пуҫласа республикăра «Новогодняя Республика» марафон пулнине каланă министр. Ку мероприятине республикăри мĕнпур хуласемпе районсем активлă хутшăннине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев. Хулари Хĕрлĕ тӳреме тĕпрен юсанине кура, кăҫал уявсен тĕп мероприятийĕсене «Амазония» паркра йĕркеленĕ.

Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче, уявсен вăхăтĕнче культура учрежденийĕсем туллин графикпа килĕшӳллĕн халăха йышăннине асăннă министр сăмаха ҫавăрса. Ҫутă Раштав уявне те республикăра халăх йышлăн хутшăннă. 202 чиркӳре кĕлĕ вуланă, вĕсенче 32 пин ытла ҫын хутшăнма кăмăл тунă. Кăлтăксем пулман, йĕрке пăснă тĕслĕхсем пачах та тупса палăртман. Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов Мускавра пулнă елкăна пĕтĕмпе Чăваш Енрен 46 ача хутшăннине хыпарланă. Унта республикăри чи хастар та пултаруллă ҫамрăк яш-кĕрĕм хутшăннине асăннă вăл.  

Регионти тĕп елка Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ, вĕсенче 1,5 пин ача хутшăннă.

Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви палăртнă тăрăх, хĕллехи кану вăхăтĕнче ачасен канăвĕсем усăллă иртнĕ тесе хыпарланă. Шкулсем ҫумĕнче лагерьсем ăнăҫлă ĕҫлесе пынине те асăнса хăварнă ертӳҫĕсем.  «Уявсенче ачасем каннисĕр пуҫне усăллă ĕҫсем туса ирттернĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Вĕренӳ министрĕ. Шупашкр хула администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Владимир Филиппов  хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче пĕтĕмпе спорт тата культура енĕпе 90 ытла мероприяти ирттернине асăннă.  Палăртма кăмăллă, вĕсенче 300 пин ытла ҫын хутшăннă.

Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова хăйĕн сăмахĕнче вĕсен муниципалитетĕнче пурĕ 800 ытла мероприяти Ҫĕнĕ ҫул уявĕсене халалласа иртнине хыпарланă, вĕсенче 50 пин ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă тенĕ вăл. Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс обществăлла вырăнсенче йĕрке хуҫаланнине пĕлтернĕ.

Михаил Васильевич Игнатьев мĕнпур служба ĕҫченĕсене тимлĕ пулнăшăн, яваплăха туйса ĕҫсене пурнăҫланăшăн тав тунă. «Пĕтĕмĕшле калас пулсан, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнă.  Ҫитес ҫул тата та кăсăклă мероприятисем йĕркелеме пĕлмелле.  Ачасемпе аслисем валли пĕр тан условисем пулмалла, пурин кăмăлне те ҫĕклекен мероприятисем ытларах плана кĕртсе хăвармалла. Уявсем лайăх иртнĕ, пурсăра та пысăк тав», – тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.  



13 января 2020
14:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter