Уяв кунĕсенче Чăваш Енре коммуналлă инфратытăм кăлтăксемсĕр ĕҫленĕ

Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем ҫĕнĕ ҫулти уявсем пирки сӳтсе явнă, кану кунĕсем епле иртнине пĕтĕмлетӳ тунă.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн сăмахĕнче коммуналлă инфратытăм кану кунĕсенче пĕтĕмпех йĕркеллĕ ĕҫленĕ тесе хыпарланă. Пăтăрмахсем сиксе тухман, халăх сывлăхне чăрмав кӳрекен япаласем те пачах та пулса иртмен тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май.

Республика ертӳлĕхĕ коммуналлă инфратытăма аталантарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрать. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологи витĕмлĕхĕ пурнăҫа кĕрсе пыни те куҫкĕретех. Канашра, Куславккара, Ҫĕмĕрлере, Етĕрнере ҫĕнĕ объектсем хута янă.  Юлашки 4 ҫул хушшинче объектсем валли пурĕ 6 млрд тăкакланă. 2024-мĕш ҫулсем тĕлне коммуналлă инфратытăма ҫĕнетсе пыма тата та 13,2 млрд пăхса хăварнă бюджетра.   

Хутса ăшăтмалли тапхăр йĕркеллĕ ирттĕр тесен, халăхăн тĕрлĕ ресурссемпе усă курнăшăн, газшăн тата ытти пулăшусемшĕн вăхăтра хăй пайне тӳлесе пымаллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.   



13 января 2020
16:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter