Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта ҫăмăл атлетикăпа Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи ăмăртусене уҫнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев открыл Всероссийские соревнования по легкой атлетике в НовочебоксарскеКăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче Ҫĕнĕ Шупашкарта ҫăмăл атлетикăпа Атăлҫи федераци округĕнчи уҫă чемпионат иртнĕ.  Спортсменсем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Кубокне ҫĕнсе илессишĕн хĕрӳ тупăшнă.  

Мероприятине пухăннисене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев саламланă, ҫăмăл атлетика спорт тĕсĕ регионти спортсменсемшĕн кăна мар, пуриншĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă, кăҫал мероприятине ҫĕршыври 19 регионтан паллă спортсменсем пухăннине хыпарланă.  

Чăваш Енре асăннă спорт тĕсĕ база йышне кĕнине те пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Кулленех 5 пин ытла ҫын тĕрлĕ спорт шкулĕсенче хăйсен ăсталăхне туптаса пынине палăртнă вăл.  «Ҫăмăл атлетикăпа мĕнпур халăх ăсталăха туптама пултарать.  Эпир республикăра спорт объекчĕсене кулленех хута яратпăр.  Учрежденисенче ҫынсене валли спортпа сывлăха ҫирĕплетме условисем пĕтĕмпех пур», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Сăмах май, регион тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерессипе паха ĕҫ опытне пухса ҫитернине те асăнса хăварнă Пуҫлăх. Юлашки ҫулсенче тăтăшах тĕнче, ҫĕршыв шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсем республикăра иртни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Михаил Васильевич Игнатьев спортсменсене пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă, хаваслă кăмăл-туйăм суннă.    

Ăмăртусене уҫнă ҫĕре Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богоратов, Ҫĕнĕ Шупашкар хулин пуҫлăхĕ Олег Матвеев, хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова хутшăннă.

Мероприятине килсе ҫитнисене ҫакăн пекех СССР тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕсем: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕн ҫумĕ Елена Николаева, тĕнче тата Европа чемпионки Алина Иванова,   Олимпиада Иванова, Владимир Андреев ăшшăн саламланă.

Спорт ĕҫĕнче пысăк хисепе тивĕҫнĕшĕн Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ тренер ятне Роман Другова панă.  Раҫҫей спорт мастерĕн паллипе Денис  Гаврилова тата Александр Николаева чысланă. Алексей Васильева Раҫҫей спорт мастерĕн ятне панă.  

Михаил Игнатьев тата Елена Николаева ăмăртусенчи пĕрремĕш ҫĕнтерӳҫĕсене наградăсем парса хавхалантарнă.   

Фоторепортаж



13 января 2020
08:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter