Чăваш Енри районсемпе хуласен 2019 ҫулхи социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетес тата 2020-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртса хăварас ĕҫ пуҫланнă

В Доме Правительства обсуждаются предварительные итоги развития муниципальных образований Чувашской Республики за 2019 годПравительство ҫуртĕнче Чăваш Енри районсемпе хуласен 2019 ҫулхи социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетес тата 2020-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртса хăварас ĕҫ пуҫланнă.

Кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Паян ларура Вăрнар, Йĕпреҫ, Канаш районĕсен ертӳҫисем малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Канашлăва Чăваш Республикин Правительствин членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Пĕрлехи информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем хутшăннă.  Мероприятине пухăннисем вырăнти бюджетсен тупăш пайне ӳстересси пирки сăмахланă, муниципалитетсен пурлăх пайĕпе пĕлсе тата тивĕҫлĕ шайра усă курмалли ҫинчен канашланă.  Ҫĕр ыйтăвĕ те кун йĕркинче ҫивĕч тăнă.   

Палăртса хăваратпăр, кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Улатăр, Элĕк, Патăрьел районĕсен социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне тишкернĕ, ăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев хушăвĕпе йĕркелесе ирттернĕ.  Малашне  те ытти районсемпе хуласен ĕҫ кăтартăвĕсене тишкерес ĕҫ хĕрӳ пырать. Муниципалитетсенчи активпа пĕрле мĕнпур ыйтусене тĕплĕн тишкерсе тухăҫ, пуласлăх валли тĕллевсене палăртĕҫ.  

Фоторепортаж



14 января 2020
17:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter