Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Енре Театр ҫулталăкне савăнăҫлă ларура пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă чаплă уяв каҫне хутшăннă

В столице Чувашии состоялось торжественное закрытие Года театраКăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Енре Театр ҫулталăкне савăнăҫлă ларура пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă чаплă уяв каҫне хутшăннă. Паллă пулăма Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркелесе ирттернĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ҫĕршывра пĕлтĕрхи ҫул Театр ҫулталăкне халаллама йышăнса хăварнă пулнă. Ăна тĕпе хурса Чăваш Республикинче йĕркелесе ирттернĕ мĕнпур мероприятисене паха та ҫӳллĕ шайра ирттерме витĕм кӳнисене пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин.  Чăвашсен йăла-йĕркине, ăс-хакăл тĕнчипе пуянлатса пыма пулăшнăшăн аслă ăрури ҫынсене чĕререн тухакан сăмахсем каланă Правительство ертӳҫи. Театр тĕнчинче 50 ҫул ытла халăхшăн пархатарлă ĕҫсеам тунăшăн, пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ятĕнчен чечек ҫыххисем тивĕҫнĕ.

«Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев тата хам ятран сире театр ĕҫне парăннăшăн тав тăватăп. Эсир таса чунпа, ҫынсен кăмăлне уҫса ярассишĕн ырми-канми тăрăшатăр. Шанатпăр, Театр ҫулталăкĕ вĕҫленмессе. Ӳлĕмрен те пултаруллă театр ăстисем халăха хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарса пырасса пĕлсех тăратпăр. Малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма ырми-канми ĕҫлеме вăй-хăват сунатăп», - тенĕ Иван Моторин.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев пухăннă ентешсене саламланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ, республика Правительстви пулăшнине кура, регионта культура ҫав тери чаплă аталанса пынине каланă. Театр ҫулталăкĕнче сахал мар ҫĕнĕ культура ҫурчĕсене уҫнине, учрежденисен пурлăхпа техника бази тĕпрен ҫĕнелсе пынине хыпарланă министр уява пухăннă хăнасене. «Культура» наци проекчĕ хăватлăн пурнăҫа кĕрсе пырать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

Театр ăстисене ытти официаллă хăнасем те ăшшăн саламланă, малашне те халăха савăнтарма ытларах та ытларах ҫĕнĕ сюжетсем калăплама, спектакльсем хайлама чĕнсе каланă.     

Мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ.   

Фоторепортаж 



15 января 2020
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter