«РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсем Чăваш Ен территорийĕнче туллин пурнăҫланĕҫ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Мускавра ĕҫлĕ визитпа пулнă. Унта hеспублика Пуҫлăхĕ РФ Федераци Пухăвне Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Ҫырупа тухнине халалланă паллă пулăма хутшăннă.

Яланхиллех ĕҫ хутĕнче ҫĕршывăн чи приоритетлă ыйтăвĕсем пирки ҫырнă, пуласлăхри тĕллевсене палăртса хăварнă.

«Ҫемье туприпе йăли-йĕркине упраса хăварас ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ   Владимир Владимирович Путин ҫĕршыври регионсен пуҫлăхĕсемпе ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансене.  Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, халăхăн тупăш пайне ӳстерес, нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх енчен ытларах тĕрев куҫарас, экономикăна хăватлантарас ыйтусем малти вырăнта.   Сывлăх сыхлавне, вĕренӳ пайне те патшалăх енчен пулăшусем куҫарма пăхса хăварнă. Мĕнпур ыйтусене тĕпрен татса пама федераци хыснинчен ытларах укҫа куҫарса пама йышăнатпăр терĕ ҫĕршыв Президенчĕ. Социаллă ыйтусене пурнăҫлассине патшалăх программисемпе ҫыхăнарса пыма тăрăшăпăр терĕ вăл.  Паянхи куна илес пулсан, чылай ĕҫе пурнăҫа кĕртнĕ. Вĕсем пĕтĕмпех РФ Президенчĕн Пуҫарăвĕсене тĕпе хурса пурнăҫланнă. Пуласлăхра тата та ĕҫсем пур-ха. Шанатăп, РФ Президенчĕ  палăртнă тĕллевсене эпир туллин пурнăҫласа пырассине. Чăваш Енре пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн яваплăха туйса, таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пыма тăрăшăпăр», - тенĕ РФ Президенчĕн Ҫырăвне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев



15 января 2020
15:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter