Мускавра «Россия и мир: Вызовы нового десятилетия» Гайдар форумĕ пуҫланнă, унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускавра «Россия и мир: Вызовы нового десятилетия» Гайдар форумĕ пуҫланнă. Кăҫал форума хутшăнма кăмăл тунисен йышĕ 14 700 -рен те иртсе кайнă. Программа анлă та питĕ кăсăклă.  Тĕнче шайĕнчи актуаллă ыйтусене тарăн сӳтсе яваҫҫĕ.  

Пĕрремĕш кунра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев РАНХиГС ректорĕ Владимир Мау йыхравĕпе ĕҫлĕ каҫхи апатлану мелĕпе йĕркеленĕ паллă пулăма хутшăннă.

Экспертсен йышĕ сахал пулман, вĕсем: РФ   ВЭБ председателĕ Игорь Шувалов, Раҫҫей Федерацийĕн финанс Министрĕн ҫумĕ Андрей Иванов, Стратегиллĕ пуҫарусен агенствин генеральнăй директорĕн ҫумĕ Александр Пироженко, РФ субъекчĕсен ертӳҫисем тата та ытти официаллă хăнасем чылайăн пухăннă.  Калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем бизнес сферине аталантарас, ют ҫĕршывсенчи килĕшĕве ҫирĕплетессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.  Ҫĕршыва инвестици явăҫтарасси ыйту та кун йĕркинче ҫивĕч тăнă. «О защите и поощрении капиталовложений и развитии инвестиционной деятельности в Российской Федерации» саккун проектне пăхса тухнă, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче инвестици явăҫтарассипе активлă ĕҫлесе пыни куҫкĕретех.  Калăпăр, 2019 ҫулта Чăваш Ен инвестици енĕпе ĕҫлекенсене патшалăх енчен пысăк тĕрев куҫарма, налукпа ҫыхăннă ҫăмăллăха ĕҫе кĕртме пултарнă.

Юлашки пиллĕк ҫул хушшинче Чăваш Республикин инвестици илĕртӳллĕхĕн кăтартăвĕпе малта пыракан регионсен йышĕнче тăрать.   Атăлҫи федераци округне кĕрекен субъектсем хушшинче Чăваш Республики тĕслĕхре. Республикăра Канаш хули кирлĕ пек шайра вăй илсе ҫирĕпленсе пырать. Инфратытăм хăватланать, муниципалитетра социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕ ҫирĕп аталанни те куҫкĕретех.   Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче хулана хушма укҫа 1,5 млрд явăҫтарнă.  Халăх валли те сахал мар ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ, кăтарту 295 ҫитнĕ.    

Тепĕр пысăк пулăм пулса иртнĕ республикăра 2019 ҫулта.  «Новочебоксарский» теплица хута кайнă, вăл объект пĕтĕмпех паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăрать, условисем чаплă, ҫимĕҫсем паха.   2021 ҫул тĕлне халăх валли 500 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленесси те куҫкĕретех. Шупашкарта индустри паркĕ хута кайма хатĕрленет, ăна пурнăҫа кĕртме 800 млн тăкакланă, халăх валли 170 ĕҫ вырăнĕ тупăнĕ.  Чăваш Республикинче патшалăх енчен куҫакан тĕревпе усă куракан предприятисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесси аван пулса пырать.  2019 ҫулта регионти промышленноҫ предприятийĕсене 1,8 млрд укҫа-тенкĕ куҫарса панă патшалăх, 2018 ҫулхинчен кăтарту самай пысăк, 90 процент нумайрах пулни курăнать.



16 января 2020
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter