2019 ҫулта Чăваш Енĕн макроэкономикăн тĕп кăтартăвĕсем самай ӳснĕ

Паян Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкернĕ, пĕлтĕрхи ӳсĕмсем пирки чарăнса тăнă.

Кун йĕркинчи ыйтупа Чăваш Республикин экономика министрĕ Павел Иванов тĕплĕн калаҫнă.

2019 ҫулта промышленноҫ производствин индексĕ 105 процентпа танлашнă. Шупашкарти «Тракторсен завочĕ» концерн хăватлă вăй илме пуҫлани те куҫкĕретех. Яланхилех «Сеспель», АО «ВНИИР», Группа компаний «Хевел», ПАО «Химпром» ытти предприятисемшĕн тĕслĕхре.

Ял хуҫалăх тытăмĕ  чаплă аталанса пырать. Тыр-пул тухăҫĕ пысăк, ҫĕр улми, пахча ҫимĕҫ таварĕсем паха, кăтартусем те лайăх. Сĕт-ҫу, аш-какай тирпейлесе илессипе те ытти ҫулхисенчен лайăх пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Республикăра ҫурт-йĕр хута ярассипе те кăтартуллă ĕҫлеҫҫĕ, строительсем ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.

Халăхăн вăтам ĕҫ укҫи хăпарнă, пĕлтĕр вăл 29,2 пинпе танлашнă.  

Регионта ĕҫсĕррисен шучĕ чаксах пырать, 0,68 процент шутланать.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫурт-йĕрсем пирки сăмахланă май, ҫапла каланă: «Ҫулсерен хваттерсем хута яма сахал мар бюджетран укҫа тăкаклатпăр. Инфратытăм ҫĕнелет, халăха пурăнма условисем лайăхлансах пыраҫҫĕ», - тенĕ Пуҫлăх.  Яваплăха туйса ĕҫлеменнисене пур-пĕрех ҫирĕп тĕрĕслеве илме каланă регион Ертӳҫи.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 2020 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 102,2 процент чухлĕ пурнăҫланнă. Тăкак пайĕ хыснан 92,4 процентпа танлашать.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн харпăр хăй тупăшĕ ӳссе пынине хыпарланă.  Федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалли мар укҫа 25,3 млрд куҫнине пĕлтернĕ вăл.  2018 ҫулхипе илес пулсан, пĕлтĕр чылай тĕрев куҫнă федераци центрĕнчен. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсене 2019 ҫулта 24 млрд куҫарса панă тенĕ финанс министрĕ.  

Пĕлтĕр наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе сахал мар укҫа пĕтернĕ, кăтарту пысăк, 15 млрд танлашать.  Демографи, паха ҫулсем  проектсене чылай тĕрев куҫарнă, вĕсене валли 2019 ҫулта 2,5 млрд тăкакланă. 



20 января 2020
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter