Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Пичет кунне халалласа ирттернĕ мероприятире каланă сӑмахӑн шухăшне тĕплĕн ăнлантарса панă

Кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Васильевич Игнатьев Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка ирттернĕ. Сăмах май, паян республика Пуҫлăхĕ Раҫҫей тата Чăваш пичечĕн кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрура каланă сăмах пирки чарăнса тăнă. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ӗҫлекенсем хăш-пĕр самантсене хӑйсем майлӑ ăнланнине асăннă. 

Тĕп шухăша урăхлатни, ăнлава пачах та тепĕр май ҫавӑрса хуни вара пачах та килĕшӳллĕ пулăм мар тенĕ вăл. Хӑш чухне журналистсем лайăх хыпарсене те тĕпрен улăштарма хӑтланни, влаҫа сăлтавсăр сивлеме пăхни пăшăрхантарать. Республика Пуҫлăхĕ суйса ҫыракансене уйрӑм палăртса асăрхаттарнă. Тепӗр чухне журналистсем пирӗн регионта пурăнмаҫҫĕ пулсан та, республика пурнӑҫӗ ҫинчен материалсем хатӗрлеҫҫĕ, кун пек чухне вара вĕсен тата та тимлĕрех пулмаллине чĕнсе каланă вăл.  

«Эпĕ пачах та япăх каласшăн пулмарăм, ҫавна май «мочить» сӑмаха тĕрĕс мар йышӑнма, унӑн пӗлтерӗшне тепĕр майлă ҫавӑрса халăха пăт­раштарма кирлĕ мар. Эпĕ журналистсене яланах хисепленĕ. Енчен те хам енчен сире кӳрентертӗм пулсан, мана, тархасшăн, каҫарсамӑр. Эпĕ питĕ кăмăллă ҫын, никама та усал тăвасшăн пулмарăм», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   



20 января 2020
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter