Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсене халалласа ирттернĕ паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Михаил Игнатьев: «Любую информацию необходимо доводить объективно, достоверно, с чистой совестью»Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Раҫҫей тата Чăваш Ен пичечĕсен кунне халалласа ирттернĕ паллă пулăма хутшăннă.  Мероприяти К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ.

Паллă пулăма Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ, «Единая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов тата та ытти официаллă хăнасем пуҫтарăннă.    

Мероприятийĕн торжествăлла пайĕ пуҫланиччен, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ куравсене пăхса тухнă, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕҫлекенсен кăтартăвĕсене хакланă.   «Грани»  хаҫатăн генеральнăй директорĕ, тĕп редакторĕ  Наталья Колыванова хăйĕн сăмахĕнче хаҫатăн пĕлтерĕшĕ ӳссе пынине, кулленех тĕрлĕ материалсемпе ҫынсем тĕплĕнрех паллашма кăмăл тунине пĕлтернĕ.  Ҫулталăка яхăн Ҫĕнĕ Шупашкарта ачасене валли ятарлă хаҫат пичетленсе тухнине, унăн ячĕ  «Угадайка Грани» тесе пĕлтернĕ тĕп редактор республика Ертӳҫине.  Михаил Игнатьев хаҫатăн кăларăмĕсенче республика пирки ытларах материалсем калăпланмаллине, ачасем мĕн пĕчĕкренех регион ҫинчен пĕлсе ӳсчĕр тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Енри кĕнеке издательствин генеральнăй директорĕ Светлана Каликова 2020-мĕш ҫулта Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа ятарлă кĕнекесем калăпланса тухасса хыпарланă, кунсăр пуҫне Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине палăртса тĕрлĕ куравсем, кĕнекесем те пичетлеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  

Торжествăлла пая пуҫланă май, Раҫҫей тата Чăваш Ен пичечĕсен кунне халалласа ҫулсерен регионта паллă та чаплă мероприятине йĕркелесе ирттересси ҫирĕп йăлана кĕрсе пычĕ тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.  

«Уяв мĕнпур ĕҫсене тулин пĕтĕмлетсе хаклама витĕм кӳрет.  Пуласлăхри тĕллевсене пĕрле сӳтсе явса палăртма та меллĕ.  Кирек епле хыпарсене те вăхăтра тата тĕрĕс калăпласа халăх патне илсе ҫитересси тĕп приоритетсенчен пĕри яланах пулса тăмалла массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемшĕн. Ултав пачах та пулмалла мар, ҫынсем патне суя хыпарсем илсе ҫитерме никамăн та ирĕк ҫук», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.  

Ĕҫчен халăх пирки, нумай ачаллă ҫемьесем ҫинчен, кăмăл-туйăмпа ăс-хакăл тĕнчипе ҫыхăннă материалсем ытларах ҫынсем патне ҫитерме тăрăшмалла. Пирĕн тĕп пуянлăх ĕҫчен те тарават халăх пулнине кашнин ăша хывса пурăнмалла. Кун пирки тăтăшах ҫырмалла, ĕҫчен халăха хавхалантарма пĕлмелле тесе сăмаха ҫавăрса каланă регион Пуҫлăхĕ. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа та чаплă материалсем пичетленсе тухмалла, Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртса тĕрлĕ куравсем, уҫă калаҫусем, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ кăсăклă кĕнекесем халăх патне ҫитмелле тенĕ вăл.

Таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлекен журналистсене республика Ертӳҫи мухтаса тав сăмахĕсем каланă, малашне те ҫавăн пекех тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлеме вăй-хал, сывлăх суннă.

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов тĕп мероприятисем пирки чарăнса тăнă, вĕсем ҫинчен каланă.   Ҫĕнĕ информаци технологийĕсен витĕмлĕхĕ тавра сăмах пуҫарнă, регионта пысăк технологи пурнăҫа вирхĕнсе кĕнине, халăха валли хыпарсене вăхăтра пĕлсе тăма мĕнпур условисем ҫителĕклĕ тесе хыпарланă.  Цифра телекурав ҫынсене килĕшнине, вĕсен пулăшăвĕпе халăх кăмăллă юлнине те пĕлтернĕ министр.   Тепĕр пысăк та лайăх хыпар – республикăри районсемпе хуласенче радио, телевидени вăй иле пыни. Чăваш Ен пурнăҫĕ пирки ҫынсем туххăмрах хыпарсене пĕлсе тăраҫҫĕ.  Республикăра хаҫатсен витĕмлĕхĕ те пысăк. Пур-пĕрех ҫынсем пĕтĕм кăмăлтан республикăра, районсемпе хуласенче тухса тăракан кăларăмсене хапăл тусах йышăнни куҫкĕретех. Халăх хаҫатсен ĕҫне пысăка хурса хаклать.

Чăваш енĕн кĕнеке издательстви кăҫал 100 ҫул тултарать.  Вĕсем ытларах ачасене валли тĕрлĕ кĕнекесем пичетлесе кăларас ĕҫ ҫине тимлĕх уйăрма плана кĕртнĕ.  Хаҫат, журнал, кĕнеке калăпласси тĕп ыйтусенчен пĕри тесе пĕлтереҫҫĕ предприяти ĕҫченĕсем.

Пысăк хисепе тивĕҫнисене мероприятинче патшалăх наградисене парса хавхалантарнă республика Пуҫлăхĕ.     Чăваш Наци телекуравĕнче ĕҫлекен оператор Андрей Шоклев, «Хыпар» хаҫатра тăрăшакан  тĕп редакторăн ҫумĕ Дмитрий Моисеев,  «Хыпар» хаҫатра вăй хуракан хисеплĕ Ирина Клементьева ыттисемшĕн паха тĕслĕхре пулса тăчĕҫ, вĕсен ĕҫĕ курăмлă, халăх пысăк хак парать, республика Ертӳҫи ырлать, мухтать ентешсене.

Наградăсене тивĕҫнисем хушшинче ытти журналистсем те пур, вĕсем пурте пысăк чыса тивĕҫлĕ, эпир вĕсемпе чăннипех те мăнаҫланатпăр.  

Фоторепортаж



20 января 2020
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter