Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Раҫҫей гвардийĕн 2019 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă мероприятине хутшăннă

Михаил Игнатьев поблагодарил Управление Росгвардии по Чувашской Республике за результативную работуКăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Республикинчи Раҫҫей гвардийĕн 2019 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă мероприятине хутшăннă.  

Чи малтан республика Ертӳҫи Управлени ĕҫченĕсене ăшшăн саламланă, яваплăха туйса тимлĕ тăрăшнăшăн тав сăмахĕсем каланă. «Эсир Тăван ҫĕршывшăн хастар та тăрăшуллă ĕҫлетĕр. Яваплăх тени сирĕншĕн  малти вырăнта тăни куҫкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.   2019 ҫулта асăннă ведомство ҫыннисем регионти право хуралĕнче тимлекенсемпе эффективлă ĕҫленине, пĕр-пĕринпе килĕшсе, обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе активлă тимленине палăртнă.  Эсир пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене чыслӑн пурнӑҫлатӑр – общество пурнӑҫӗшĕн саккунсене пӑхӑнса ĕҫлетĕр. Раҫҫей гвардийĕн ӗҫченӗсен професси пĕлĕвĕн шайĕ те пысăк. Таса чунлӑх, ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлани, тӗрӗслӗхшăн тӑрӑшнине халăх пысăка хурса хаклать тесе палăртнă республика Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче.

2020-мĕш ҫул паллă пулăмсемпе пуян. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул тата Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул. Апла пулсан пуласлăхра пысăк тĕллевсем, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе пирĕнтен кашнин ырми-канми тăрăшмалла тесе каланă регион Ертӳҫи.  Раҫҫей гвардийĕн Атăлҫи федераци округĕн тĕп ушкăнпа ĕҫлекен ертӳҫĕн ҫумĕ, генерал-майор Алияр Абдуллаев  округри пуҫлăх ячĕпе хĕрӳллĕн саламланă, Чăваш Республикин Пуҫлăхне тата право хуралĕнче тăрăшакансене мухтаса тав тунă, 2019 ҫулта мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртнĕ тесе асăнса хăварнă.   

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Раҫҫей гвардийĕн Чăваш Енри управленийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ежеев тухса доклад тунă, ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă, умри тĕллевсем пирки чарăнса тăнă.

Мероприятинче пуҫлăхсем хисепе тивĕҫнĕ хастарсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  

Фоторепортаж



22 января 2020
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter