2035 ҫулчченхи тапхăр валли палăртнă Чăваш Республикин бюджечĕн прогнозне пăхса тухнă

 Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Яланхиллех ăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Республикин 2035 ҫул валли пăхса хăварнă бюджет прогнозĕ пирки тĕплĕн ăнлантарса панă.  

Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче, асăннă ĕҫ хутне 2035 ҫулсем таран йышăнса хăварнине, Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки Стратегиллĕ документа тĕпе хурса пурнăҫласа пынине асăннă.

Чăваш Республикин бюджечĕн прогнозĕ икĕ пайран шутланать, вĕсенчен пĕри – консервативлă, тепри – база тытăмĕ.

Бюджет тытăмĕн тăкак пайĕнче пĕтĕмпех социаллă ыйтусемпе ҫыхăннă ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе хăварма пăхса хăварнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ прогнозра пĕтĕмпех кăтартусене ҫирĕп тĕрĕслемеллине, кирек-епле ыйту та вырăнлă пулмаллине асăрхаттарнă.   Паллă, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Ҫырăвĕнчи тĕллевсене те пăхмалла, вĕсене пурнăҫа кĕртме туллин ĕҫлемелле тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Тĕп ĕҫ хутĕнче халăха упрас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнă.  Халăх пуянлăхĕ малти вырăна тухмалла. Нумай ачаллисене патшалăх енчен ҫителĕклĕ таран тĕрев памалла тесе чĕнсе каланă вăл.  Пулăшусенчен тепĕр пысăк пайĕ – сахал тупăшлă ҫемьесене социаллă тĕревпе тивĕҫтересси.  «Мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсе ҫитерсен, ҫулсерен начар пурăнакансен йышĕ чаксах пырĕ. 2020-мĕш ҫул вĕҫленнĕ тĕле кăтартăвăн 2,3 процент чухлĕ пĕчĕкленмелле», - тесе сăмаха уҫăмлатса хăварнă Михаил Васильевич Игнатьев.  



22 января 2020
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter