Чăваш Республикинче 5 ҫул хушшинче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе йышăннă ыйтусем валли 3 млрд ытла укҫа тăкакланă
Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри службин 2019 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме республикăри ятарлă тытăмсен ертӳҫисем, хула район администрацийĕсен пуҫлăхĕсем тата ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.
Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев уҫнă. Ертӳҫĕ хăйĕн ум сăмахĕнче чи малтанах ҫăлавҫăсене хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăҫланăшăн мухтаса тав сăмахĕсем, юлашки ҫулсенче чăнласах та, инкексенче халăх айăпланнă тĕслĕхсем самай чакса пынине ҫирĕплетсе каланă.
Регионта пурăнакансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – тĕп приоритетсенчен пĕри пулса тăнине палăртнă хăйĕн докладĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Юлашки 5 ҫул хушшинче ҫӳлерех асăннă служба валли мĕнпур финанс ҫăлкуҫĕсенчен 3 млрд ытла укҫа тăкакланине хыпарланă. Ҫитес виҫĕ ҫул валли бюджетра тата та 800 млн пăхса хăварнине те пĕлтернĕ Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.
Техника тăрăмĕ малти вырăна тухать. Апла пулсан служба ĕҫченĕсем валли пысăк технологиллĕ автомашинăсем туянасси, халăха инкексенче ҫăлса хăварма витĕм кӳрекен ятарлă хатĕрсем илесси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнă. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем пурнăҫа хăватлăн кĕрсе пыраҫҫĕ. Ҫынсем пушара тухмалли техника пĕлтерĕшне самай ăнланни те куҫкĕретех.
«2019 ҫулта мĕнпур служба ĕҫченĕсем хăйсене шанса панă ĕҫсене туллин пурнăҫланă. Тухăҫлăх та пысăк. Ҫынсен пурнăҫне ҫăлса хăварасси тĕп ыйту яланах пулнă, пулать те», - тенĕ Михаил Васильевич Игнатьев. Сăмах май, халăх хушшинче ытларах та ытларах профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттермеллине, пушартан сыхланассипе ҫыхăннă мĕнпур ыйтусене ҫирĕп пăхăнса пымаллине чĕнсе каланă вăл. Граждансен тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юрамасть, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмалла, асăрхануллă пулмалла тенĕ республика Ертӳҫи сăмаха ҫавăрса. Ăнсăртран мар пулĕ, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Федераци Пухăвне янă Ҫырура та халăха упрамалли пирки тарăн палăртса каласа хăварнă.
«Инкексенче вилекенсен шутне чакарассишĕн ырми-канми тăрăшмалла. Ятарлă службăсен професси шайĕ пысăк пулмалла. Вăхăтра кирлĕ пек пулăшусемпе тивĕҫтерсе, ҫынсене ҫăлма пĕлмелле», - тенĕ Чăваш Ен. Пуҫлăхĕ.
Пушар службин ӗҫченӗсен пысӑк ӑсталӑхӗ, ҫивӗч ыйтӑва ҫийӗнчех татса пама пултарни тата кал-кал ӗҫӗ нумай ҫынна вилӗмрен ҫӑлма тата миллиардшар тенкӗлӗх пурлӑха сыхласа хӑварма май парать.
Чӑваш Енре пушар тухасран асӑрханасси, пушарсен йышне тата вут-ҫулӑм кӳрекен сиене чакарасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхаҫҫӗ.
Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пуҫлăхĕ Станислав Антонов тарăн доклад туса панă, ҫитес тапхăр валли палăртнă тĕллевсем пирки каласа хăварнă. 2019 ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ май, ҫитĕнӳсем ҫинчен те чарăнса тăнă, 2020 ҫул валли палăртса хунă тĕп тĕллевсем пирки ăнлантарса хăварнă. «Республиканский центр медицины катастроф и скорой медицинской помощи» БУ тĕп врачĕ Ольга Краузе центр ĕҫĕпе паллаштарнă, Патăрьел районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Рудольф Селиванов муниципалитетри асăннă службăн тĕллевĕсем пирки ăнлантарса панă, ҫитĕнӳсем ҫинчен каласа хăварнă.
Яланхиллех паян мероприяти вăхăтĕнче пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.