Пушар сӳнтермелли кирлĕ хатĕр техникăсен смотрне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел смотр аварийно-спасательной техники

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта ҫăлавҫăсен техникисене стройпа пăхса тухнă, техника чрезвычайлă лару-тăрура кирлĕ пек пулăшупа тивĕҫтерме пултарайнине тĕрĕслев витĕр кăларнă.

Паллă пулăма Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев, Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пуҫлăхĕ Станислав Антонов, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕҫĕсен Чăваш Енри министрĕ Вениамин Петров, район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисем, ҫӳлерех асăннă ведомствăра тимлекенсем чылайăн пухăннă.    

Специалистсем тĕп техникăсене пăхса хакланă, халăха ҫăлса хăварма витĕм кӳрекен транспорта хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе тивĕҫтернине курса ĕненнĕ.  Тĕрлĕ техника, вĕсенчен кашниех хăйне евĕр пулни куҫкĕретех.  Полици ĕҫченĕсене, пушар хуралĕнче тăрăшакансене, газпа ҫыхăннă тытăмра ĕҫлекенсене валли ҫителĕклĕ таран регионта техника. Сăмах май, паян ертӳҫĕсем куҫса ҫӳрекен Патăрьелĕн управленийĕн ĕҫĕпе те тĕплĕн паллашнă.

«Ятарлă службăсен ĕҫне ҫăмăллăхсем кӳме юлашки ҫулсенче федераци тата республика хыснинчен сахал мар укҫа тăкакланă.  Сăмахпа анчах мар, тĕрев службăсене куҫни паллă. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ĕҫ ҫӳллĕ шайра пулса пырать, инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕ чакни те куҫкĕретех», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.  Малашне те ҫак ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрассине шантарса хăварнă регион Ертӳҫи.  

Пушарсене тухмалли ҫĕнĕ техникăсене паян ятарлă службăна парса тивĕҫтернĕ. Каҫал ен, Тăвай, Куславкка, Шупашкар хули хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан техникăсемпе пуянланнă.

Республикӑри пушар сӳнтерекенсем хӑйсен ӑсталӑхне тӑ­тӑшах ӳс­терсе пыни, халӑх хушшинче вут-кӑвартан сыхланас енӗ­пе профилактика ӗҫ­не хастарлӑн пурнӑҫлани питӗ пӗлте­рӗшлӗ. Ты­тӑм­лӑн ӗҫленӗрен юла­шки ҫулсенче Чӑ­­­ваш Енре пу­шар­сен тата вӗ­се­не пула инкек тӳс­ни­сен шучӗ па­лӑр­мал­лах чакнă.

Чӑваш Енри вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен пысӑк опычӗ тата вӗ­сем хӑй­сен ӗҫне лайӑх пӗлни, служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пӗр­-пӗрне яланах пулӑшса пыни майсӑр лару-тӑруран сыхлакан ша­н­­­чӑк­лӑ хӳтлӗх пуласса ҫирӗп­пӗн шанса каланă Раҫҫей МЧС Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертӳҫи Станислав Антонов.

Ҫак паттӑрла профессие суйласа илнӗ мӗнпур ҫынна ҫирӗп сыв­лӑх, ӑнӑҫу, ырлӑх тата ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхма суннă,  ҫĕнĕ техникăсем малашнехи ĕҫре пысăк витĕм кӳрессе, вĕсемпе професси тĕлĕшĕнчен паха опыта тĕпе хурса ĕҫлеме чĕнсе каланă вăл сăмаха ҫавăрса.

 

Фоторепортаж



23 января 2020
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter