Стипендине тивĕҫнĕ анлă тавракурăмлă студентсемпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ уҫă тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии встретился с лауреатами стипендии за особую творческую устремленностьКăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев вĕренӳре хастар пыракан, пысăк та анлă тавракурăмлă ҫамрăксемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ. Ҫамрăк яш-кĕрĕм сахал мар кăсăклă проектсем хатĕрлесе, хăйсен ăсталăхне кăтартса панă. Паллă пулăма паян, республика Пуҫлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хутшăннă.    

Мероприятинче Шупашкарти интерьерпа дизайн центрĕнче ҫамрăксем тĕрлĕ куравсемпе регион Ертӳҫине паллаштарнă.  Стипендиатсем хăйсен ҫитĕнĕвĕсем пирки ертӳҫĕсене каласа кăтартнă. Чылай конкурссенче,тĕрлĕ тĕпчев ĕҫĕсенче вĕсем самай республика чысне хӳтĕлесе, малти вырăнсене тивĕҫнĕ.   

«Эсир вĕренӳре те малта пыратăр, обществăлла ĕҫе те хастар хутшăнни куҫкĕретех.  Эпир сирĕн пуҫаруллă проектсемпе яланах мăнаҫланатпăр. Вĕсем питĕ кăсăклă та пĕлтерĕшлĕ.  Малашлăх ҫине ăнкарни, ҫитĕнӳсем тума витĕм кӳреҫҫĕ. Яш-кĕрĕме аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ таран республикăра хатĕрлесе тăратнă», тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ «Пĕр шайри калаçу» студентсен дискусси клубĕсем» проект ĕҫне хутшăннă, ҫамрăксене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав панă.  Калаҫу питĕ уҫă пулнă, пĕр-пĕринпе ăшшăн пӳпленĕ.  Сăмах май, республика Ертӳҫи хăй студент пулнă вăхăтри тапхăра та аса илнĕ, пушă вăхăта епле тултарни ҫинчен те ăнлантарса панă, паянхи пурнăҫра республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлени ҫинчен каласа кăтартнă.  Паянхи ҫамрăка пурнăҫ таппинчен юлма юраманнине, ҫĕннине пĕлсех тăмаллине чĕнсе каланă вăл сăмаха ҫавăрса. Кулленех вĕренӳ ҫăлкуҫне пуянлатса пымаллине те асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Пултаруллă ҫамрăка, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене паян Михаил Игнатьевпа Сергей Кудряшов стипенди илни ҫинчен ҫирĕплетекен свидетельство парса чысланă. Шупашкарти кооператив институчĕн студентки Ирина Баймулкина спортри пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнишĕн Патшалăхăн ҫамрăксен премийĕн лауреатне тивĕҫнĕ.

Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Республикин ятарлă стипендине ҫулсерен чылай ҫамрăк тивĕҫет. Вĕсенчен ытларах пайĕ, вĕренӳ, культура, спорт, экономика пайĕнче вăй хурать.  Палăртма кăмăллă,   техникумра тата коллеждра вĕренекенсенчен ҫурри ытла пысăк хисепе тивĕҫни куҫкĕретех.  

Фоторепортаж



24 января 2020
14:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter