Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейри студентсен кунĕ ячӗпе саламлани
Хаклă туссем!
Сире Раҫҫейри студентсен кунĕ ячĕпе чунтан саламлатăп!
Студент ҫулĕсем - чи интереслĕ, хаваслă, ҫав вăхăтрах питĕ яваплă тапхăр. Паян эсир - обществăн чи хастар, ҫутă, ырра шанакан, ҫаврăнăҫуллă тата пултаруллă, шухăш-тĕллев хăюлăхĕпе уйрăлса тăракан пайĕ. Сирĕн пуҫарулăх, ҫĕннине ҫул парас, тĕнчене лайăхлатас кăмăлăр тапса тăрать. Эпир Чăваш Енĕн пултаруллă, тĕллевсене пурнăҫлама ăнтăлакан, анлă тавракурăмлă ҫамрăкĕсемпе мăнаҫланатпăр, сире шанатпăр, воспитание, ăс-хакăлпа ӳт-пӳ аталанăвне питĕ пысăк инвестицисем хыватпăр, сирĕнпе уҫҫăн калаҫма тата пархатарлă тĕллевсемпе алла-аллăн ĕҫлемешкĕн яланах хатĕр.
Аслă ăру мĕн лайăххине хывса хăварнă - сирĕн вĕсене малалла тăсмалла, обществăри тăнăҫлăха упраса ырă улшăнусене тивĕҫтермелле. Тăрăшулăхăр сирĕн умра ҫĕнĕ горизонтсем уҫма, мĕн пур ĕмĕт-тĕллеве пурнăҫлама пулăшасси пирки иккĕленместĕп.
Сире ҫирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, вĕренӳре тата ырă мĕн пур пуҫарура ăнăҫу сунатăп.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.