2020 ҫулта Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕ 5,5 млрд ытла тенкĕпе танлашать

Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Евгений Павлов  Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕ пирки каласа хăварнă.  

Министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Евгений Павлов Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕ 2019 ҫулта  5263,8 млн танлашнă тесе хыпарланă. Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне мĕнпур палăртса хунă укҫа-тенкĕрен 92 проценчĕпе усă курнă тесе пĕлтернĕ. Юлнă укҫа кăҫалхи ҫула куҫнă. Палăртса хăваратпăр, 2020 ҫулта Ҫул-йĕр фончĕ 5511,8 млн ҫитнĕ.   

2019 ҫулта регионта ҫулсемпе ҫыхăннă пурĕ 55 объект ҫинче строительство ĕҫĕсене пурнăҫланă.  Кăҫал 49 объектра ҫĕнĕ ĕҫсем пурнăҫлама плана кĕртсе хăварнă.

«Кăтартăва илес пулсан, кăштах кăҫал объектсен шучĕ чакни сисĕнет, анчах та строительство ĕҫĕсен калăпăшĕ пысăк пулни куҫкĕретех», - тенĕ министр ĕҫĕсене пурнăҫлакан.

2020 ҫулта Чăваш Енĕн территорийĕнчи ҫулсем ҫинче комплекслă 27 фотовидеосăнав вырнаҫтарма тĕллев лартнă. Апла пулсан, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси тата та лайăхрах пулса пырасси пĕрре те иккĕлентермĕ.  Ачасене мĕн пĕчĕкрен ҫул-йĕр правилисене вĕрентмелле, вĕсемпе тĕрĕс усă курма пĕлни – пурнăҫа упраса хăварма витĕм кӳнине ăнлантармалла тенĕ ертӳҫĕсем.

«Мĕнпур ĕҫсене планпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмалла. Нарăс уйăхĕнче ятарлă хатĕрсене туянмалла, подрядчиксен вăхăта вăраха тăсма юрамасть. Каярах видеосăнавсем тен хакланĕҫ те, апла халех вĕсене илсе пымалла», - тесе тĕллев лартнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.   



27 января 2020
15:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter