РФ Президенчĕн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑха пурнăҫлакан Олег Николаевпа паллаштарнă
Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче 14:00 сехетре Шупашкарта Правительство ҫурчĕн Пысăк залĕнче РФ Президенчĕн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑха пурнăҫлакан Олег Николаевпа паллаштарнă.
Савӑнӑҫлӑ пулăма федераци органĕсен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳҫисем, обществăлла организацисен ертӳҫисемпе маcсăллă информаци хатĕрĕсен ӗҫченӗсем хутшăннă.
2020 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Олег Николаева Чăваш Республикин Пуҫлăхне суйланӑ ҫын должноҫа кӗриччен Чăваш Республикин Пуҫлăхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫласа пыма уйӑрса лартни ҫинчен калакан Указа алă пуснӑ.
Савăнăҫлă мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑха пурнăҫлакан Олег Николаевпа паллаштарнă май, РФ Президенчĕн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллĕ предста-вителĕ Игорь Комаров Олег Николаев регионта паллă ҫын пулнине пӗлтернӗ. «Вăл чăваш ҫĕрĕ ҫинче ӳссе ҫитĕннĕ, унăн ĕҫ биографийĕ пĕтĕмпех республикăпа ҫыхăннă», - тенĕ РФ Президенчĕн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллĕ представителĕ.
Игорь Комаров хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин РФ Федераци Пухăвне тухнă Ҫырура наци проекчĕсене тĕпе хурса халăхăн пурнăҫ условийĕсене лайăхлатса пымаллине палӑртса хӑварнине асăннă. Нумай ачаллă ҫемьесене пулăшу парасси, халӑхӑн тупăшӗсене ӳстерсе пырасси, экономика тухăҫлăхне пысӑклатасси, инвестици хывакансене кирлĕ пек лайӑх майсемсем йĕркелесе парасси – тĕп тӗллевсен шутĕнче.
«Олег Алексеевич Николаев, пилĕк ача ашшĕ пулнă май, нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх енчен пулăшупа тивĕҫтересси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине питĕ лайăх ăнланать. Вӑл экономист-профессионал, экономика секторĕнче, Чăваш Ен влаҫ органĕсенче, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думинче депутат пулса тăрăшса ĕҫленĕ. Регионти лару-тăрăва, экономикăна мӗнлерех аталантармалли ҫул-йĕрсене пĕлет», - тенĕ Игорь Комаров.
Чăваш Енĕн промышленноҫ потенциалĕ пысăк, ял хуҫалăх пайĕ, пысăк технологи вăй илсе пырать, социаллă сфера ҫирĕп аталанать.
Юлашки икĕ ҫулта республикăра ҫĕнĕ 5 шкул уҫнă, 16 ача сачĕ хута янă.
Сывлăх сыхлавĕн сфери республикăра лайӑх аталанать. Демографи лару-тăрăвĕ ырă енне куҫса пыни палăрать. Халăхăн пурнӑҫ тӑршшӗн ӳсӗмӗн вăтам кăтартӑвӗ 73 ҫултан та пысăкрах.
Юлашки 7 ҫулта республикăра 200 ФАП уҫнă. Медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази тĕпрен ҫĕнелет.
Ял хуҫалăх пайĕн кăтартăвĕ пысăк, ҫĕр улми, сĕт туса илессипе Атăлҫи тăрăхĕнче малти вырăнсенче. Чăваш Енĕн таварĕсене 37 ҫĕршывра хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.
Республикăра пурăнакансем тăван тавралăха упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. Чăнласах та, Чăваш Ен Атăлҫи тăрăхĕн ахахĕ тесен те йăнăш мар. Нацин экологи рейтингĕнче Чăваш Ен округра хисеплĕ иккĕмĕш вырăнта тăрать.
«2020 ҫул Чăваш Еншĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республика Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине паллă тăвать. Юбилей уявĕн мероприятийĕсем ҫине кăна тимлĕх уйăрмалла мар, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те хастарлӑн тăрăшмалла. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пырассишĕн ырми-канми ĕҫлемелле», - тесе пӗтӗмлетнӗ сӑмахне РФ Президенчĕн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллĕ представителĕ. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине палăртса анлă мероприятисем йĕркелеме чĕнсе каланă.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакана РФ Президенчĕн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллĕ представителĕ наци проекчĕсене пурнӑҫласа пынă хӑвӑртлӑха тата динамикăна упраса хӑварма, малашне те ку енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеме сӗннӗ.
«Регионăн ҫĕнĕ ертӳҫи ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене эсир пулӑшнипе туллин пурнăҫа кĕртсе пырасса шанатăп. Республикӑра пурӑнакансемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме майсем тупмалла, вӗсен шухӑш-сӗнӗвӗсене шута илмелле, нушисене пӗлсе тӑмалла. Ҫапла майпа ӗҫлесен, ман шутпа, пурте ӑнӑҫать», - тенĕ Игорь Комаров Олег Николаева малашнехи ĕҫре ăнăҫусем тата телей суннă май.