Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Игорь Комаров паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан умӗнче мӗнлерех тӗллевсем тӑни пирки хуравланӑ май патшалӑх Пуҫлӑхӗ пуҫарнӑ наци проекчӗсене пурнӑҫласси ҫине тимлӗрех пӑхмаллине палӑртнӑ .
"Ман шутпа, задачӑсем ӑнланмалла, вӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ лартнă. Ку вӑл наци проекчӗсене пурнӑҫлани, кунта, республикӑра ӗҫ условийӗсене лайӑхлатни. Ҫакна тӑвас тесен, паллах, ман шутпа, республикӑра пурӑнакан мӗнпур ҫын вӑйне пӗрлештермелле. Нумай тумалла пулать, анчах та, ман шутпа, ун пек май халь те пур, вӑл пурнӑҫласса шанатӑп", – палӑртнă полпред.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республикӑри тата федераци шайӗнчи журналистсене ҫӗнӗ ӗҫри ҫывӑх плансем ҫинчен каласа панă.
"Ҫӗнни пуҫлансан, калӑпӑр, инвентаризаци – ӗҫ мӗнле йӗркеленине тата ҫав ӗҫ Игорь Анатольевич каланӑ задачӑсемпе мӗн тери килӗшсе тӑнине тишкересси. Пирӗн тӗллев – Раҫҫей Президенчӗ лартнӑ наци тӗллевӗсене, индикаторӗсене, задачӑсене пурнӑҫласси. Ҫывӑх вӑхӑтра эпир лару – тӑрӑва тӗплӗн тишкерсе пӑхӑпӑр", - пӗлтернӗ вӑл, ӗҫ граждансен обществин мӗнпур институчӗсемпе пӗрле пуласса шанса.
Кӗркунне республика Пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑнас ыйтӑва Олег Николаев ҫакӑн пек ӑнлантарса панӑ: "Атьӑр, эпӗ каланӑ задачӑсене пурнӑҫлар, суйлав вӑхӑчӗ ҫитсен вара эпир ун ҫинчен калаҫӑпӑр".
Каярахпа Правительство Ҫуртӗнче Игорь Комаровпа Олег Николаев ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ, унта Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн малашнехи тӗп векторӗсене сӳтсе явнă.