Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республика Правительствине отставкăна яни пирки пĕлтернĕ

Врио Главы Чувашии Олег Николаев объявил об отставке Правительства республики

Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. 

Паян вăл Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне отставкăна янă пирки Указа алă пуса ҫирĕплетнине хыпарланă. Республикăн ҫĕнĕ Правительствине йĕркеличчен, ку таранччен министр пулса ĕҫленисен вăхăтлăха мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫласа пымаллине чĕнсе каланă.

«Ҫĕнĕлĕхсем, пĕтĕмпех республикăра тин ҫеҫ пулса иртнĕ пулăмсемпе ҫыхăннă.  Пурне те яваплăха туйса ĕҫлесе пыма ыйтатăп. Малашне мĕн пуласси пирки пĕрле пухăнса тĕплĕн сӳтсе явăпăр, ҫĕнĕ йышăнусем тăвăпăр. Пĕлсех тăратăп, нумайăшĕпе пĕрле малалла та ĕҫлĕпĕр», - тенĕ Олег Николаев.  

Наци проекчĕсемпе ĕҫлессин хăвăртлăхне чакарса лартмалла мар, ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн пурин те пĕрле ăнланса килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пымалла тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Олег Николаев. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн пуҫарăвне малашне те ҫирĕппĕн пурнăҫласа пымалла, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕҫлемелле.

Уҫă калаҫу хыҫҫăн, Олег Николаев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсене тухăҫлă ĕҫлесе пынăшăн тав сăмахĕсем каланă.

 Фоторепортаж



31 января 2020
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter