Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа ҫутă Раштав уявĕнче, Шупашкарти Пукрав -Татиана чиркĕвĕнче пулнă

Глава Чувашии Михаил Васильевич Игнатьев с супругой Ларисой Юрьевной в Рождественское утро посетили храмКăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа  ҫутă Раштав уявĕнче, Шупашкарти Пукрав -Татиана чиркĕвĕнче пулнă, кĕлĕ итленĕ. Пукрав-Татиана чиркĕвĕнче Раштав кĕллине Чӑваш митрополийĕн пуҫлӑхĕ, Шупашкар тата Чӑваш митрополичĕ Варнава вуланă. 

Паллă пулăма Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Републикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Републикин культура министрĕ Константин Яковлев хутшăннă.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна ҫутă Раштав уявĕпе саламланă, чиркĕве пухăннă мĕнпур халăха ырлăх-сывлăх, ҫемье телейне суннă.  

Раштав кĕлли мĕнле иртнине Чӑваш наци телекуравĕ 8 сехет те 30 минутра тӳрремĕн кӑтартса пынă. 

Фоторепортаж



09 января 2020
07:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter