Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе сире чун-чӗререн саламлатӑп! 

Аслӑ ӑру ҫыннисем – Чӑваш Республикин ылтӑн фончӗ. Эпир сирӗнпе мухтанатпӑр, сирӗнтен яланах ӑслӑ канаш ыйтатпӑр.

Пирӗн ветерансем нихӑҫан та мӗн тунипе ҫырлахса ларма хӑ­нӑхман. "Кӗмӗл ӳсӗм" ҫулӗсене ҫитнине пӑхмасӑр, вӗсем республика пурнӑҫне хастарлӑн хутшӑнни, спортпа туслӑ пулни, мӑнукӗсене пӑхса ҫитӗнтерни, хӑйсен пуян та паха опычӗпе ҫамрӑксене паллаштарни чӑннипех савӑнтарать. Пирӗн тӗллев – вӗсем хӑйсене патшалӑх пулӑшнине тата общество сума сунине куллен туйса тӑччӑр тесе мӗн кирлине йӑлтах тӑвасси.

Хаклӑ аннесемпе аттесем, асаттесемпе асаннесем тата кукаҫисемпе кукамайсем, тӑван республикӑпа ҫӗршывӑмӑршӑн халиччен тунӑ тата малалла та тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӗрсемшӗн пӗтӗм чунтан тайма пуҫ сире.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх тата вӑрӑм та телейлӗ кун-ҫул сунатӑп! Пурнӑҫра сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсемпе тус-тӑванӑрсен чун ӑшшине тата тимлӗхне туллин туймалла пултӑр! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                            Олег Николаев



01 октября 2020
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter