Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Етӳҫи Вячеслав Борисов патшалăх ĕҫĕнчи граждан служащийĕ пулса ĕҫленĕ, тивĕҫлĕ канăва тухнисене саламланӑ

Руководитель Администрации Главы Чувашской Республики Вячеслав Борисов поздравил с Днем пожилых ветеранов госслужбы

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Вячеслав Борисов 1989–1991-мĕш ҫулсенче Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳҫи пулса ĕҫленĕ Николай Архипович Зайцева саламланă.

Николай Зайцев сумлă ветеран Чӑваш Республикине аталантарас ĕҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă   Вячеслав Борисов.  

"Эпӗ ҫак уява ветерансен уявӗ тетӗп, вӗсем  пысăк хисепе тивӗҫлӗ. Эсир паян та пирĕнпе пӗрле хастар хутшӑнса ĕҫлетĕр. Пире ҫакă тата та лайăхрах ĕҫлеме хавхалантарать», – тенӗ Ертӳҫĕ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Николай Архиповича ҫирӗп сывлӑх, вăрăм ĕмĕр суннă, ӑна "Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул» медаль парса чысланă.

Ҫак кун республика Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов тепӗр ветерана - Юрий Ксенофонтович Федорова та ăшшăн саламланă. Сумлă ентешĕмĕр 1994–2002-мĕш ҫулсенче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн Секретариачӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.

Вячеслав Борисов ветерансене нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав тунă. «Эпир сирӗнпе мухтанатпӑр, сирӗнтен яланах ӑслӑ канаш ыйтатпӑр», - тенĕ. Ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм та телейлӗ кун-ҫул суннă.

 

Фоторепортаж



01 октября 2020
17:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter