Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Агропромышленноҫ комплексӗн хисеплӗ

 ӗҫченӗсем  тата ветеранӗсем!   

Сире професси уявӗпе – Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Кӑҫал отрасль ял хуҫалӑх продукцине туса илессин калӑпӑшӗ ӳснине кӑтартса пачӗ. Ку – республикӑра пурӑнакан 20 пин ытла ҫыннӑн, агропромышленноҫ секторӗнче вӑй хуракансен, кулленхи ырми-канми ӗҫӗн кӑтартӑвӗ.

Патшалӑх пулӑшӑвӗн халӗ вӑйра тӑракан мелӗсем Чӑваш Ен аграрийӗсене пӗлтерӗшлӗ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме, ҫӗршывӑн шалти рынокӗнче хӑйсен майӗсене анлӑлатма, отраслӗн экспорт вӑй-хӑватне ӳстерме май парасса шанса тӑратӑп.

Хаклӑ юлташсем! Сире ҫӑмӑлах мар ӗҫшӗн, тулӑх та пуян тухӑҫшӑн, тивӗҫлӗ кӑтартусемшӗн – вӗсемпе Чӑваш Ен мухтанать – тав тӑватӑп! Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                     Олег Николаев 



10 октября 2020
07:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter