Чӑваш Енре йывăҫ-тĕмсем лартма вăрлăхсем ҫитӗнтермелли ятарлӑ теплицӑсем тума палăртнă

В Чувашии построят специальные теплицы для выращивания саженцевЮпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Атăлăн леш енче йывăҫ-тĕмсем лартас ĕҫе хутшăннă.  «Вăрмана упрар» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан мероприятине республикăри хастарсем те хапăл тусах килсе ҫитнĕ.

Паллă пулăма студентсем, волонтерсем чылайăн пухăннă.  Вĕсем пĕтĕмпе икĕ гектар ҫĕр лаптăкĕ ҫинче 10 пин ытла йывăҫ-тĕм лартса хăварнă. Палăртмалла, йывăҫсем хушшинче ытларах хырсем пулнă.   2010 ҫулта вăрмана вут-ҫулăм хыпса илнĕ, пысăк сиен кӳнĕ.  Паянхи кун тĕлне ҫунса кĕлленнĕ лаптăка тĕпрен ҫĕнетнĕ, 95 процент таран йывăҫсем лартса хăварма та ĕлкĕрнĕ. Апла пулсан, вăл ҫĕрте симĕс ылтăн ешерсе ларать халĕ.  

Регион Пуҫлăхĕ вăл кун лартса хăварма ҫитĕнтернĕ  вăрлăхсемпе те кăсăкланнă.  Чăваш Республикин ҫутҫанталăк министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Александр Воробьев  тата Шупашкар лесничествин директорĕ Василий Богданов пĕр пухăннă пек чухне регион Ертӳҫипе пĕрле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те канашланă.

Сăмах май, вăрлăхсем пирки калаҫнă чухне, республика Пуҫлăхĕ паянхи кун ыйтакан ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕсене тĕпе хурса ĕҫлесе пыма сĕннĕ специалистсене. Теплицăра ҫитĕнтерсен тен тата та меллĕрех пулĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Кун пек ĕҫе ҫитес ҫул йĕркелесе яма тытăнмаллине палăртнă вĕсем. «Теплица вăрлăха кĕске вăхăтрах хута яма май парать. Енчен те палăртса хунисем пĕтĕмпех пурнăҫа кĕрсен, эпир хамăр республикăна анчах мар, ытти кӳршĕллĕ регионсене те вăрлăхсемпе тивĕҫтерме пултарайратпăр тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  



12 октября 2020
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter