Логотип шыраççĕ

Республикăра Çамрăксен правительствин логотипне, слоганне тата официаллă хэштегне çирĕплетесшĕн.

Тĕп паллăсене шыранă май Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви юпа уйăхĕн 9-23-мĕшĕсенче конкурс ирттерет. Унта 16-35 çулсенчи çамрăксен пултарулăхне кăтартма май пур. Çĕнтерӳçĕсене çак номинацисенче палăртĕç: «Чи лайăх логотип», «Чи асра юлакан слоган», «Чи креативлă хэштег».

Конкурса тӳлевсĕрех хутшăнма пулать. Кашни номинацие пĕр çынран кирек мĕн чухлĕ ĕç те йышăнаççĕ. Материалсене zmi3@list.ru электрон адреспа ăсатмалла е пичетлесе Çамрăксен пуçарулăхĕсен центрне /Шупашкар, М.Горький урамĕ, 5-мĕш çурт/ илсе пымалла.

www.hypar.ru 



12 октября 2020
14:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter